Воронец Ольга Борисовна
Ольга Воронец | |
---|---|
Тулли ячӗ | Ольга Борисовна Воронец |
Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1926, нарӑс, 12 |
Ҫуралнӑ вырӑн | Смулен, Смоленск облаҫӗ, РСФСР, ССРП |
Вилнӗ вӑхӑт | 2014, ҫурла, 2 |
Вилнӗ вырӑн | Мускав, РФ |
Профессисем | XX ĕмĕрти совет/раççей юрăçи |
Жанрсем | халăх тата эстрада мусăкĕ |
Наградӑсем |
О́льга Бори́совна Вороне́ц (12.2.1926, Смоленск, ССРП — 2.8.2014, Мускав, РФ) — совет/раççей халăх/эстрада мусăкĕ жанрĕнчи юрăç; РСФСР халӑх артисчӗ (1978).
Биографи
Мусăкçăсен килйышĕнче çуралнă: амăшĕ — пианистка, ашшĕ — профессионал-юрăç, кукамăшĕ чухăна тухнă смулен дворян килĕнчен пулнă. Ольгăна вĕсем дворян йăлинче ӳстернĕ. Ачаранах ăна хăйне сăпайлă тытма тата кĕнеке вулама хăнăхтарнă.
Хĕрача виççĕ тултарсан ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, çапах та ашшĕпе пурнăç тăршшипех туслă пулнă. Пĕчĕкренех юрланă, драма актриси пулма ĕмĕтленнĕ.
Пайăр пурнăçĕ
Хăйĕн пĕрремĕш упăшки пирки Воронец каласа панипе, вĕсем çырăнман пулнă. Смуленре паллашнă, кайран ăна фронта илнĕ. Вăрçă пĕтичченех хĕр каччине кĕтнĕ. 1948 çулта упăшкине тыткăна лекнĕшĕн ултă çуллаха колоние ăсатнă. Ирĕке тухсан Мускавра пурăнма юраман. Çапла вара вĕсем уйрăлнă. "Эпĕ уншăн пула шанчăклă çын шутланман. 60-мĕш çулсен варрине çити Мускавра пурăнма ирĕк паман!", - асилнĕ юрăç.
Чыслани
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (пуш, 1, 1966) — совет вокал ӳнерĕ облаçĕнчи тивĕçлĕхшĕн[1]
Литература
Асăрхавсем
- ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 1 марта 1966 года «О присвоении почетного звания заслуженной артистки РСФСР Воронец О. Б.» Пӑхнӑ кун: 12 Нарӑс уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2019 ҫул.
Каçăсем
- Смуленре ҫуралнисем
- Мускавра вилнисем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- РСФСР халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Проект:Мусăк:2025 çулхи юлашки тӳрлетӳ
- Музыкантсем, алфавитпа
- Рувики:Музыкан пирки ҫырнӑ портретсӑр статьясем
- 1926 ҫулта ҫуралнисем
- Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 2014 ҫулта вилнисем
- Авӑнӑн 2-мӗшӗнче вилнисем
- РСФСР меццо-сопрани
- Раççей меццо-сопрани