Вутчуль (чакăл хаçачĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

ВутчульXX ĕмĕрте Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем, вĕрентевçĕсем пулăшнипе, кăларса тăнă чакăл (урлăм) хаçачĕ.

Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, хаçата ÿнерçĕ пек пулса капăрлатса тăраканĕ Николай Егоров студент (халĕ Н. И. Егоров профессор, филологи ăславĕсен докторĕ) пулнă[Çăлкуç?].

В. Г. Родионов аса илнинчен[1]:

« Геннадий Яковлевич Хлебников [...] 1969 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ĕçлеме куçать. Чăваш литературин кафедри /ун чухне унăн пуçлăхĕ М.Я.Сироткин пулнă/ çĕнĕ доцента студентсен кружокне йĕркелесе яма хушать. Малтанласа «Вутчуль» стена хаçачĕ кăларма пуçлаççĕ, унта студентсемпе аспирантсен хайлавĕсем кун çути кураççĕ. В.Тимаков, Ю.Айташ тата В.Станьял аспирантсем, Б.Романов, Г.Желтухин, Р.Сарпи, Л.Мартьянова, Ю.Силэм студентсем ун чухне хăйсен сассине тупма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сăмахран, Ю.Айташ «Йĕплĕ роза» повеçне уйрăм кĕнекен те кăларнăччĕ, «Ялав» журналта вара «Çĕрлехи тĕлпулу» поэми пичетленнĕччĕ. »

А. Н. Вражкин калани[2]:

« Практика вăхăтĕнче хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене пухса факультетра коридор тăршшĕпе тăсăлакан стена хаçачĕ кăларнăччĕ. »

Вуламалли

  • J. S. Ifthekhar, "Wall Newspaper Has Come to Stay", The Hindu, December 6, 2011.
  • * Seema Sharma, Development of Journalism. New Delhi, India: Anmol Publications, 2005.

Каçăсем

Асăрхавсем

  1. ^ Виталий Родионов, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Раççей ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ. «Пирĕн ĕлкĕрес пулать» // Хыпар, 20 Чÿк, 2014
  2. ^ Михайлов, Андрей.Çамрăклăхра туптаннă туслăх – чи шанчăкли. Интервью. // Хыпар, 13 Нарăс, 2018