Вӑтам ӳсӗм
Ӳкерчĕк:Human ageing.jpg
Çын ÿсĕмĕсен тĕрлĕ тапхăрĕсем. Силуэтласа кăтартни
Вӑтам ӳсӗм — çын ÿсĕмĕн тапхăрĕсенчен пĕри. Унăн чиккине тĕрлĕ майпа палăртаççĕ[1].
Физиологи
Физиологи тӗлӗшӗнчен вӑтам ӳсӗм ватӑлнин паллисене уҫҫӑн кӑтартнипе палӑрса тӑрать: ӳт хӑйӗн эластикӑлӑхне ҫухатать, ҫӳҫ кӑвакарать, ҫӳллӗш пӗчӗкленет, йывӑрӑш самай улшӑнма, мышцӑсемпе ҫуллӑ пайсен виҫи чылай ӳсме пултарать. Ӳсерехпе ҫавӑн пекех фертильность чакать. Анчах та тӗрлӗ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан ҫынсем хушшинче физиологи тӑрӑмӗ самай уйрӑлса тӑма пултарать.
Психологи
Вӑтам ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне «вӑтам ӳсӗмри кризис» (е «пурнӑҫ варринчи кризис») текенни тивет, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пайӑр ҫитӗнӳсем пек ҫухалнипе, пурнӑҫ вӗҫне ӑнланса илнипе тата ӑна ҫӗнӗрен пуҫлама май ҫуккипе сӑлтавлать. Кризиса ҫӗнтерме пулӑшакан меслет вӑл — обществӑшӑн тата Цитатӑн пулас ӑрӑвӗсемшӗн тӑвакан ӗҫри ҫӗнӗ пӗлтерӗш ҫине харпӑр хӑй нушисенчен куҫарма пултарни: «Ҫын пурнӑҫ тӗллевне ҫухатать. Кризисран тухас тесен ҫӗнӗ пӗлтерӗш тупмалла — этем хаклӑхӗсенче, пуласлӑхпа, ҫӗнӗ ӑрупа кӑсӑкланас тӗлӗшрен аталанмалла».
Тупмалли юмах
Ирхине тăват уран, кăнтăрла икĕ уран, каçхине виçĕ уран (тупсăм: çын хăйĕн ÿсĕмĕн тăршшĕн тĕрлĕ тапхăрĕсенче)
Ӑнлантарусем
- ^ Психологическая энциклопедия / Под ред. Р. Корсини, А. Ауэрбаха. — 2. — СПб.: Питер, 2006. — 1096 с.