В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкар производство пӗрлешӗвӗ

«В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкар производство пӗрлешӗвӗ» акционерсен обществи (выр. Акционерное общество «Чебоксарское производственное объединение им. В. И. Чапаева») — Чӑваш Республкинчи чи ватӑ тата чи пысӑк предприятисенчен пӗри.

Тӗрлӗ тӗллевлӗ пиротехника, резинотехника тата пластмасса изделийӗсене кӑларать. Ҫар тата граждан тӗллевӗллӗ продукци туса кӑларакан нумай профильлӗ предприяти шутланать. Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ. Завода «Ростех» Патшалӑх корпорацийӗ тытса тӑрать.

Интереслӗ

Гражданла тӗллевлӗ продукцирен предприяти пиротехника изделийӗсем (ҫав шутра салютсем), резина атӑ-пушмак, резина мечӗксем кӑларать.

Пӗрлешӳ йышӗнче тӗпчев, конструктор тата технологи подразделенийӗсем, сӑнав производстви пур.

Заказсен портфелӗн тытӑмӗнче 30% оборона продукцийӗ тата 70 % — халӑх усӑ куракан тавар. Уйрӑмах пӑр пӗлӗчӗсене салатакан «Алазань» ракетӑсене туянакан чылай, ҫулталӑкра яланах вӑтамран 10-11 пин штук сутаҫҫӗ[1].

«В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкар производство пӗрлешӗвӗ» АО хӑйӗн продукцине Анӑҫ Европа, Латин Америка, Ази, Инҫет тата Ҫывӑх Тухӑҫ ҫӗршывӗсене сутас енӗпе нумай опыт пухнӑ. Экспортӑн ҫулталӑкри вӑтам калӑпӑшӗ 2,0-2,5 млн АПШ долларпа танлашать.

Историйӗ

Никӗслени

Завод тӑвиччен ун вырӑнӗнче вӑрман пулнӑ, ваттисен асаилӗвӗсӗм тӑрӑх, унта Василий Иванович Чапаев хӑй кӑмпа пуҫтарнӑ.

1937 ҫулта СССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн йышӑнӑвӗпе виҫҫӗмӗш пилӗкҫуллӑх планне ҫирӗплетнӗ, унта СССРта ҫар пиротехникине аталантарма палӑртнӑ, ҫак планпа килӗшӳллӗн ятарлӑ пиротехника заводне тума йышӑннӑ.

Предприятие 532 №-лӗ объект ятпа 1938 ҫулхи ака уйӑхӗнче тума пуҫланӑ, 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 320 №-лӗ завод ят панӑ. Строительство пуҫлӑхӗ — И.П. Кукин, тӗп инженерӗ А. Е Пивоваров пулнӑ.

1939 ҫулта завод директорне Н. С. Шишова лартнӑ.

1941 ҫул тӗлне тӗп производство мастерскойӗсемпе котельнӑй корпусӗсен пӗр пайне хӑпартнӑ, монтаж тата шалти ӗҫсем юлнӑ.

СССР правительстви Шупашкар хулинче пысӑк оборона завочӗ тума йышӑнни Шупашкарта производство инфратытӑмне йӗркелеме хӑватлӑ вӑй панӑ – завода пурӑнмалли посёлокпа пӗрле тунӑ, ӑна РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Указӗпе 1941 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Чапаевски» тесе ят панӑ, 1959 ҫулта хула йышне кӗртнӗ. Посёлокра 1930-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче 27 барак пулнӑ, вӗсенче 500 ытла ҫемье пурӑннӑ[2].

1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче завод хӑйӗн пӗрремӗш таварне кӑларнӑ, ҫав ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче вара завод пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме тытӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче завод ҫунтаракан тата ҫутатакан бомбӑсем, ҫутатакан тата ҫунтаракан снарядсем, тӗтӗм шашкисем, трассерсем кӑларнӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче заводра ӗҫлекенсен йышӗ: 1941-мӗш ҫулта — 1000 ытла ҫын; 1942-мӗш ҫулта — 2000 ытла ҫын; 1945-мӗш ҫулта — 4000 ҫын пулнӑ.

1942 ҫулта завод директорне И.П. Канатова лартнӑ, вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче завода ертсе пынине Ленин Орденӗпе палӑртнӑ[3].

1942 ҫултанпа завод боеприпассем кӑларас плана уйӑхсерен ирттерсе тултарнӑ. Сӑмахран, 1941 ҫулта йӗркеленӗ М. Колотилина бригади производство заданине 205% пурнӑҫланӑ. Бригадӑра ӗҫлекенсене пурне те Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотисемпе чысланӑ. К.Г. Берехастовӑн комсомолецсемпе ҫамрӑксен бригади САБ-100-55 авиаци бомби хатӗрлемелли пӗрремӗш фазӑра ӗҫленӗ. К.Г. Берехастов бригадира СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 22.07.1943 ҫулхи Указӗпе «Хисеп Палли» орденпа наградӑланӑ.

Заводран фронта пилӗкҫӗр ҫынна мобилизациленӗ, вӗсенчен сакӑрвун тӑххӑрӑшӗ траур списокӗнче. Заводӑн икӗ ӗҫченӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ: вӑрҫӑччен заводра слесарь пулса ӗҫленӗ П. Г. Панов лётчик-штурмовикпа Н. А. Плеханов танкист.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑт

1947 ҫултан пуҫласа 1970 ҫулччен завод директорӗ Иван Алексеевич Захарцев пулнӑ. Шӑпах вӑл 1960 ҫулта Мускаври ВДНХран завод умне лартма Чапаевӑн гипс палӑкне (скульпторӗ — П. Баландин, архитекторӗ — В. Морозов) илсе килнӗ, ӑна 1984 ҫулта бронзӑран шӑратса хула варрине вырнаҫтарнӑ, вӑл хула символӗ пулса тӑнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче заводра конверси пуҫланнӑ, завод пластмасса турилккесем, пудра тата ҫу савӑчӗсем, тура, стеарин ҫуртасем, атӑ-пушмак кремӗ кӑларма тытӑннӑ.

1955 ҫулта завод конвейерӗнчен пӗрремӗш «Волга-7» кӗпе-йӗм ҫумалли машина тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул вӗсене 270 штук туса кӑларнӑ. Кӗске вӑхӑтра хӑвата ҫулталӑкне 30-40 пин штука ҫитернӗ. Унтан вара машинӑсене кӑлармалли калӑпӑша 440 пин штук таран ӳстернӗ.

1959-1965-мӗш ҫулсенче завод ӗҫченӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас тесе «78-мӗш квартал» микрорайон тума тытӑннӑ.

1965 ҫултанпа заводра «За мир» хаҫат кӑлараҫҫӗ, кашни эрнере вӑл 1 пин тиражпа тухать (уяв номерӗсем — 1,5 пин экз.)[4].

1960 ҫул завод аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ — резинотехника продукцийӗ тата фейерверксем кӑларма тытӑннӑ, 1970 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен завод салютсем валли ҫурма сфера, «Алазань» града хирӗҫле изделисем валли детальсем кӑларма пуҫланӑ. Тӗрлӗ резинотехника продукцийӗ, ҫав шутра автомобиль (ГАЗ, ИЖ, АЗЛК) тата промышленноҫӑн ытти отраслӗ валли комплект пайӗсем кӑларассине те йӗркеленӗ.

1970 ҫулта резинӑран япаласем тӑвакан цех хута кайнӑ, 2013 ҫул тӗлне — йӗркеленӗренпе 40 ҫул хушшинче — цех 90 миллион ытла издели кӑларнӑ: 65 миллион та 380 пин мӑшӑр резина калуш; 24 миллион та 820 пин мӑшӑр резина атӑ; 1 миллион та 211 пин мӑшӑр резина ботинка[5].

1970 ҫулта завода Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ.

1973 ҫулта завода «В.И. Чапаев ячӗллӗ завод» (завод им. В.И. Чапаева) ят панӑ. 1979 ҫултанпа вара «В. И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» («Производственное объединение им. В. И. Чапаева») пулса тӑнӑ.

1970—1980 ҫулсенче завод пулӑшнипе Чапаевски посёлокӗ аталаннӑ: 100 пин м² ытла ҫурт-йӗр, «Чапаевец» пионер лагерӗпе профилактори, «Криуши» кану бази, кимӗ станцийӗ, стоматологи поликлиники, стационарлӑ поликлиника, «Салют» культура керменӗ хута кайнӑ. Посёлок Шупашкар хулин хӑтлӑ микрорайонне ҫаврӑннӑ.

2007 ҫулта промышленноҫ производствин калӑпӑшӗ 1 миллиард тенкӗрен иртнӗ, 2003 ҫулхи калӑпӑшран виҫӗ хут пысӑкрах.

2009 ҫул вӗҫӗнче предприятие приватизациленӗ, акционерсен обществи туса хунӑ.

Вуламалли

Каçăсем