Галина Мария Семёновна
Мария Галина | |
Мария Галина 11-мĕш Тĕнчери интеллектуаллă литература ярмăркинче. 2009, Мускав. | |
Çуралнă чухнехи ят: | Галина Мария Семёновна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1958, чӳк, 10 |
Çуралнă вырăн: | Калинин, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх: | РФ, Украина |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэтесса, прозăç, фантаст, критик, тăлмач |
Парнесем: | «Странник» премийĕ «Московский счёт» Мăн премийĕ (2006). |
Мария Семёновна Галина — (10.11.1958, Калинин, РСФСР çур.) — раççей поэтесси, прозăçи тата фантасчĕ, критик, тăлмач. Биологи ăслăхĕсен кандидачĕ. «Странник» премин тата «Московский счёт» Мăн премин лауреачĕ (2006).
Биографи
1958 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Калинин (халĕ Тĕвер) хулинче çуралнă. 1968 çулчен Киевре пурăннă, кайран Одессăна куçса кайнă. Одесса университечĕн биологи факультетĕнче вĕренсе тухнă хыççăн «гидробиология, ихтиология» специальнăçĕпе аспирантурăра пĕлӳ илнĕ. Хăйне одесситка тет.
1987 çултанпа Мускавра ĕçлесе пурăннă. Биологи ăслăхĕсен кандидачĕ, Гидробиологи ĂТИ ĕçленĕ. 1994 çулта контракт çырса — Берген университетĕнче (Норвеги) тавра хутлăхĕн проблемисемпе хăтланнă, лосось пулăн популяцисене тĕпченĕ. 1995 çулта тĕпчев ĕç-пуçне хăварнă та профессионал-литератор пулса тăнă. Мускав çыравçисен пĕрлешĕвĕнче 1993 çултанпа тăрать. ПЕН-клубăн раççей тата украин уйрăмĕсен пайташĕ шутланать. 2022 çулта Украинăна таврăннă, Одессăра пурăнать.
Пĕрремĕш сăввисене Одессăри «Антарктика» нумайтиражлă хаçатра пичетленĕ; 1990 çулта «Юность» журналра Мария дебют тунă. 1997 çулта, Максим Голицын псевдонимпа, хăйĕн пĕрремĕш «Время побежденных» фантастика романне кăларнă. 2002—2003 çулсенче — фантастикăллă прозăн виçĕ кĕнекине хăйĕн ячĕпех публикациленĕ: «Покрывало для Аваддона», «Прощай, мой ангел» тата «Волчья звезда».
Библиографи
Поэзи
- Вижу свет: Стихи. — Одесса: Котовская городская типография, 1993.
- Сигнальный огонь: Стихи. — М.: СПМ, 1994.
- Неземля: Стихотворения. — М.: Журнал поэзии «Арион», 2005.
- На двух ногах: Четвёртая книга стихов. — М.: АРГО-РИСК, Книжное обозрение, 2009.
- Письма водяных девочек. — N.Y.: Ailuros Publishing, 2012.
- Всё о Лизе. — М.: Время, 2013.
- Четыре года времени. — Ozolnieki: Literature without borders, 2018.
Проза
- Время побеждённых: Роман. — М.: ЭКСМО-Пресс, 1997 (под псевдонимом Максим Голицын).
- «Гладиаторы ночи»: Роман. — М.: ЭКСМО, 1997 (под псевдонимом Максим Голицын).
- «Все источники бездны»: Роман. — М.: ЭКСМО-Пресс, 1999 (под псевдонимом Максим Голицын).
- Покрывало для Аваддона: Повести. — М.: Текст, 2002.
- Прощай, мой ангел: Повести. — М.: АСТ, 2002.
- Волчья звезда: Роман. — М.: Махаон, 2003; М.: АСТ, 2015.
- Глядящие из темноты. Хроники Леонарда Калганова, этнографа: Роман. — М.: Эксмо, 2004 (под псевдонимом Максим Голицын).
- Гиви и Шендерович: Роман. — М.: Мосты культуры; Иерусалим: Гешарим, 2004.
- Хомячки в Эгладоре: Роман. — М.: Форум, 2006.
- Берег ночью: Повести и рассказы. — М.: Форум, 2007.
- Малая Глуша: Роман. — М.: Эксмо, 2009.
- Красные волки, красные гуси: Повести и рассказы. — М.: Эксмо, 2010.
- Медведки: Роман[7]. — М.: Эксмо, 2011.
- Куриный Бог: Повести и рассказы. — М.: АСТ, 2013.
- Автохтоны: Роман. — М.: АСТ, 2015, 2016.
Ӳнерлĕ мар проза
- Я познаю мир: Сокровища Земли. — М.: АСТ, Астрель, 2001, 2004, 2007 (под псевдонимом М. С. Голицын).
- 1000 вопросов о жизни животных. — М.: АСТ, Астрель, 2002 (в соавт. с М. Корниловой).
- Континенты. — М.: Олма Медиа Групп, 2008 (в соавт. с М. Корниловой).
- Моря и океаны. — М.: Олма Медиа Групп, 2008.
- Рыбы. — М.: Олма Медиа Групп, 2008.
- Фантастика глазами биолога. — Липецк: Крот, 2008.
- Не только о фантастике. — Иваново: Фаворит, 2013.
- Hyperfiction. — СПб: АураИнфо, Группа МИД, 2018.
Чыслани
Асăрхавсем
Каçăсем
- Галина Мария Семёновна в «Журнальном зале»
- Галина Мария Семёновна на сайте «Новая карта русской литературы»
- Галина Мария Семёновна в «Архиве Фантастики» (© Владимир Вильчинский, Виталий Карацупа)
- Владимир Пузий «Человечество стоит на пороге удивительных открытий». Беседа с Марией Галиной Мир фантастики. — 2010, Декабрь. — № 88.
- Рецензия на книги М. Галиной в журнале «Народ Книги в мире книг»
- Беседа с Галиной на сайте DARKER
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |