Гареев Муса Гайсинович
Гареев Муса Гайсинович (пушк. Муса Ғaйса улы Гәрәев, (1922 - 1987) — полковник, икĕ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ, çар летчикĕ, штурмовик. Вăл Пушкӑрт Республикин Илишево районĕнчи Илякшит ялĕнче çуралнă. Пушкăрт[1].
Биографи
1940-мĕш çулта Чукун çул техникумĕнче вĕренсе тухнă[2].
1940-мĕш çулхи раштавăн 15-мĕшĕшче Ĕпхӳри Жданов военкомачĕ Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ. 1942-мĕш çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Энгельсри çар авиаци шкулне вĕçлесен фронта янăб 944-мĕш штурмлакан авииаци полкне лекнĕ[3].
1944-мĕш çулта Гареева 3-мĕш Беларуç фрончĕн 1-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш гварди штурмлакан авиаци дивизин 760-мĕш гварди авиаци полкĕн эскадрилья командирне лартаççĕ[2]. Варçă вăхăтĕнче 250 яхăн хут тăшман çине вĕçнĕ. Вăрçă вĕçне Гареев майор полк штурманĕ пулать. Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ. Икĕ Ылтăн çăлтăр медальне те пĕр кунта илнĕ. Мускаври Çĕнтерӳ парадне хутшăннă.
Вуламалли
- «Ветераны остаются в строю». М., 1980
Ӑнлантарусем
- ^ Наградные листы Гареева Мусы Гайсиновича
- ^ 1, 2 19 апреля 2010 года: 65 лет назад Муса Гареев стал дважды Героем Советского Союза.
- ^ Гареев М.Г. [1]. — ДОСААФ, 1972.
Каçăсем
Гареев Муса Гайсинович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
(2009 çулхи нарӑсӑн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Статья к 85-летию со дня рождения дважды Героя Советского Союза Мусы Гареева( ӗҫлемен каҫӑ).(2009 çулхи нарӑсӑн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Его всегда тянуло домой.
- Статья о Мусе Гарееве в газете Комсомольская Правда-Уфа.