Герасимов Георгий Герасимович
Герасимов Георгий Герасимович (1897 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ, Муркаш, Хусан кӗпӗрни - 1972 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ, Алма-Ата) — совет саманинчи чӑваш архитекторӗ, Казах ССР тава тивӗҫлӗ строителӗ (1967).
Кун-ҫулӗ
1929 ҫулта Ленинградри граждан инженерӗсен институчӗн архитектура факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1930 ҫултанпа Алма-Ата хулинче пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. 1946–1959 ҫҫ. — Казах ССР Ӑслӑлӑх академийӗн архитектура секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ. Герасимов проекчӗпе Алма-Атара (ытти архитекторсемпе пӗрле) правительство ҫуртне (1931, халӗ Т. К. Жургенов ячӗллӗ казах наци ӳнер академийӗ), Казах ял хуҫалӑх институчӗн ҫуртне (1932), ҫыхӑну техникумӗн (1931—1935, халӗ Казах-Америка университечӗ), Казах музыкӑпа драма театрӗн ҫуртне (1939—1941), М. О. Ауэзов ҫыравҫӑ валли ҫурт (1956—1957, халӗ Ауэзов ҫурт-музейӗ) тата ытти ҫурт-йӗре туса лартнӑ.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Ку статьяна ҫырнӑ чухне «Казахстан. Наци энциклопедийӗ» (1998—2007) кӑларӑмри материалсемпе усӑ курнӑ, «Қазақ энциклопедиясы» редакци унпа Creative Commons BY-SA 3.0 Unported лицензипе килӗшӗллӗн тивӗҫтернӗ.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Герасимов, Георгий Герасимович статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |