Глебов Владимир Петрович
Ҫын пирки | |
Глебов Владимир Петрович |
Глебов Владимир Петрович (кăрлач, 25, 1931, Турхан, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1931 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Турханти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1951—1955 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Салтакран таврӑнсан тӑван ялти «Раҫҫей» колхозра вӑй хунӑ. 1963 ҫулта аслашшӗпе ашшӗн ӗҫне малалла тӑсас тенӗ — Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗн Турхан лесничествинчи вӑрман обходне йышӑннӑ, 1996 ҫулччен пӗр улшӑнми унта ӗҫлесе 65 ҫул тултарсан пенсие тухнӑ. Пӗтӗм Союзри социализм ӑмӑртӑвӗн 1974,1975 тата 1977 ҫулсенчи ҫӗнтерӳҫи. «Чӑваш АССРӗн чи лайӑх вӑрманҫи» (1982) ята тивӗҫнӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин Хисеп грамоти;
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1997);
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.
Вуламалли
- Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь . — Новое время, 2023. — С. 119—120. — 168 с.