Глухов Алексей Петрович
Алексей Петрович Глухов (26.9.1941, Питреккел ялӗ, Шикун районĕ, Куйбышев облаҫӗ, РСФСР — 17.2.2021, Тольятти, Самар облаçĕ, РФ) — Тольятти хулинчи чăваш наци-культура автономин Ваттисен канашӗн ертӳҫи, Митта Ваҫлейӗн премин лауреачӗ, Чăваш наци конгресĕн Аслӑ канашӗн пайташӗ, тӗрӗк тӗнчин пĕрлĕх хастарӗ[1].
Биографи
1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн (сентябрӗн) 26-мӗшӗнче ун чухнехи Куйбышев (хальхи – Самар) облаҫӗн Шикун районне кӗрекен Питреккел ялӗнче ҫуралнӑ.
2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, 80 ҫул тултарнăскер, чылай вӑхӑт чирленĕ хыҫҫӑн, пурнӑҫран уйрӑлса кайнă.