Григорьева Валентина Степановна

Григорьева Валентина Степановна (1926 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Чупай, Вӑрмар районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР1972 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ, Чупай, Вӑрмар районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрмар районӗнчи «Дружба» колхоз колхозници. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Чупай ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта ялти шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн «Дружба» колхоза кӗнӗ, унта пӗрчӗллӗ культурӑсем ҫитӗнтерессипе ӗҫленӗ. 1947 ҫулта Валентина Григорьева 12 ҫынран тӑракан звенона ертсе пыма пуҫланӑ, малтанхи ҫулах гектартан 25-шер центнер ыраш пухса илнӗ. 1949 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Валентина Григорьева звенипе 12,5 гектар лаптӑкран гектартан 30,3 центнер ыраш пухса илнӗ.

1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе 1949 ҫулта тулӑпа ыраш тырпулсене пысӑк тухӑҫпа пухса илнӗшӗн Валентина Степановна Григорьевӑна Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» медалӗпе чысласа Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

Ун хыҫҫӑнхи тӑватӑ ҫул Валентина Григорьева ертсе пынӑ звено Вӑрмар районӗнче чи лайӑххи пулнӑ. 1951 ҫултанпа Чупай ял Канашӗн председателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тӑван ялӗнче пурӑннӑ, унта 1972 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ[1].

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Степанов-Маяксем, Л. Высшая похвала / Л. Степанов-Маяксем // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, – Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1971. – С. 91-96 : фот.
  • Шорников, А. М. Григорьева Валентина Степановна / А. М. Шорников // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 465 : фот.