Григорьева Вера Лукьяновна

 

Григорьева Вера Лукьяновнажурналист, "Самар ен" чăвашла хаçатăн иккĕмĕш редакторĕ

Пурнăçĕ

Оренбург облăçĕнчи Абдулино районĕнчи Ялпай ятлă чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Ăçта вĕренни

Педагогика институчĕн филологи факультетне пĕтернĕ[1]. (Ахăртнех, Оренбург хулинче пулĕ, анчах та ку халлĕхе паллă мар шутланать).

Ăçта ĕçлени

Пединститут хыççăн Оренбург облаçĕнчи Пономарёвка районĕнче çутĕç инспекторĕнче ĕçлеме пуçланă; РОНО пуçлăхĕ Величко Владимир Николаевич сĕннипе нумай тиражлă "Красный Октябрь" хаçатра вăй хума тытăннă; унтан — Вăтам Ази, Армени, Украина... Малалла — Самар облаçĕнчи Алексеевка районĕнчи хаçатра; ку тĕлтен ăна Самар облаçĕнчи Приволжье хаçатне (ун чухнехи редактор — Борунов хушаматлă пулнă) чĕнсе илеççĕ[1].

Каярахпа вăл Приволжье ялĕнче вырăнти "Приволжский вестник" райхаçатпа пĕрлех мĕнпур Самар облаçĕнчи чăвашсен "Самар ен" хаçатне те ертсе пыма пуçлать (2001-мĕш çулччен).

Чыславсем

Вуламалли

  • Жолудь, Роман. Самарская дурь.( ӗҫлемен каҫӑ) — Жлоб. Журнал обывателя. Непечатное издание. 12.11.2012 < RSS 2.0.

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2 Клименко, Владимир. «Приволжскому вестнику» исполняется 77 лет! — РИА Самара