Григорьев Леонид Михайлович
Григорьев Леонид Михайлович (1913 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Добрянка[d], Репкинский район[d] — 1943 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, гварди лейтенанчӗ[1], 37-мӗш гварди стрелоксен полкӗн (12-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗ, 61-мӗш ҫар, Тӗп фронт) роти командирӗ. Вӑл — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944, вилнӗ хыҫҫӑн)[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Леонид Михайлович Григорьев 1913 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чернигов кӗпернинчи Городня уесӗнчи Добрянка ялӗнче (халӗ Чернигов облаҫӗнчи Репкино районӗ, Украина) ӗҫлекен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Вӑл вӑтам шкул пӗтернӗ[2].
1935 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. 1937 ҫулта демобилизациленӗ. 1941 ҫулта тепӗр хут ҫара чӗнсе илнӗ[1]. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1942 ҫулта Одесса пехота училищинче вӗренсе тухнӑ. Брянск тата Тӗп фрончӗсенче вӑрҫнӑ[2].
Гварди лейтенанчӗ Григорьев Л. М. 1943 ҫулхи авӑнӑн 28-29-мӗшӗсенчи каҫра Беларуҫри Гомель облаҫӗнчи Лоев районӗнчи Глушец ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ[1]. Унӑн роти юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарма ярса илнӗ те икӗ кун тӑршшипе 20 ытла нимӗҫ контратакине сирсе тӑнӑ, тӑшмана икӗ ҫухрӑм хӗррине хӑваласа янӑ, ҫакӑ плацдарма сарма май панӑ[2].
Леонид Михайлович Григорьев 1943 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче ҫапӑҫура вилнӗ[1]. Малтан вӑл Брагин районӗнчи Глушец ялӗнчен ҫурҫӗрелле 500 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ брат масарӗнче пытарнӑ, кайран Чернигов облаҫӗнчи Репкино районӗнчи Любеч поселӗнче тепӗр хут пытарнӑ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Днепр урлӑ каҫнӑ чухне командованин ҫапӑҫу заданийӗсене образцо лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ мужестволлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» гварди лейтенанчӗ Григорьев Леонид Михайловича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе чысланӑ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ, Ленин орденӗ — вилнӗ хыҫҫӑн)[1].
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн)[1].
Астӑвӑм
- Григорьев Л. М. ятне унӑн тӑван Добрянкари урама панӑ[1].