Григорьев Сергей Иванович
Григорьев Сергей Иванович (1922 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ, Одесса — 1998 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ, Кишинёв) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, полковник, 575-мӗш стрелоксен полкӗн пехота разведкин взвод командирӗ. Вӑл — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943)[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Сергей Иванович Григорьев 1922 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Одесса хулинче ӗҫлекен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Вӑл фабрикӑ-савут вӗренӗвӗ шкулӗнче пӗтернӗ, Коми АССРӗн Печора районӗнчи Кожва станцийӗнче электрик пулса ӗҫленӗ[1].
1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Григорьев С. И. Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ[1].
1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен старшина Григорьев С. И. 575-мӗш стрелоксен полкӗн (161-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 40-мӗш ҫар, Воронеж фрончӗ) пехота разведкин взводне командӑланӑ. Днепр ҫапӑҫувӗнче палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Григорьев С. И. разведчиксен ушкӑнӗпе пӗрле Киевран кӑнтӑралла Днепр урлӑ пӗрремӗш каҫнӑ. Букрин плацдармӗнчи ҫапӑҫусене хастар хутшӑннӑ, тӑшман хӳтӗлӗвӗ пирки разведка материалӗсене пухса командование панӑ, тӑшманӑн кирлӗ докуменчӗсене ярса илнӗ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «тӑшманпа ҫапӑҫура командованин ҫапӑҫу заданийӗсене образцо лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ мужестволлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» старшина Григорьев Сергей Ивановича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (№ 2019) парнеленӗ[1][2].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Григорьев С. И. Совет Ҫарӗнче хӗсметне малалла тӑснӑ. 1948 ҫулта офицерсен ӑсталӑх ҫӗнтермелли курсне пӗтернӗ[1]. 1979 ҫулта полковник званипе запасӑна тухнӑ. Кишинёв хулинче пурӑннӑ, пенсие тухиччен «Экран» гостиницин директорӗ пулса ӗҫленӗ[1]. Сергей Иванович Григорьев 1998 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ, Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 2019)[1][2].
- Ленин орденӗ (1943 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ)[1].
- Отечественной войны I степень орденӗ (икӗ хутчен)[2].
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (икӗ хутчен)[2].
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль[2].
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль[2].
- Медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн 1941—1945 ҫҫ.»[2].