Григорьев Фома Никифорович
Григорьев Фома Никифорович (1919 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ, Топки районĕ — 2008 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ, Харьков) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, гварди аслӑ лейтенанчӗ[1], 235-мӗш гварди истребитель-противтанк артиллери полкӗн батареи командирӗ. Вӑл — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Фома Никифорович Григорьев 1919 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Кемерово облаҫӗнчи Топкински районӗнчи Терёхино ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Чуваш националӗпе. Вӑл çиччӗ класс пӗтернӗ тата фабрикӑ-савут вӗренӗвӗ шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, Кузнецк металлурги комбиначӗн механически цехӗнче токарь пулса ӗҫленӗ[1]. 1935 ҫултанпа Мундыбаш посёлокӗнче (Таштагол районӗ) аглофабрикӑра слесарь, кайран комсомол комитечӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ[1][3]. 1937—1939 ҫулсенче Кемерово облаҫӗнчи Кузедеев район комсомол комитечӗн пропаганда уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ[1][2].
1940 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Северо-Кавказ ҫар округӗнче кӗҫӗн лейтенантсен военно-политика курсне пӗтернӗ[3]. 1941 ҫулхи июнь уйӑхӗнченпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Анăç, Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ[1]. Икӗ хут аманнӑ[2].
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Григорьев Ф. Н. гварди аслӑ лейтенанчӗ 235-мӗш гварди истребитель-противтанк артиллери полкӗн (10-мӗш гварди истребитель-противтанк артиллери бригади, 1-мӗш Украина фрончӗ) батареине командӑланӑ. Хютшендорф пурӑнан вырӑн (хальхи Озимек хули, Польша) патӗнчи ҫапӑҫура батарея тӑшманӑн рота яхӑн пехотине, 2 станок пулемёчӗпе аркатнӑ[1][2]. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче батарея артиллеристсенчен малтан Одер урлӑ каҫнӑ, Эйхенрид пурӑнан вырӑн (хальхи Гольчовице, Польша) районӗнче вут позицийӗсене йышӑннӑ та икӗ нимӗҫ контратакине сирсе тӑнӑ, 4 станок пулемёчӗпе 1 самоходлӑ орудие аркатнӑ[1][2]. Батареин паттӑрлӑхӗпе плацдарма ҫирӗп тытса тӑнӑ, ҫакӑ ҫар вӑйӗсем ҫитничченех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «тӑшманпа ҫапӑҫура командованин ҫапӑҫу заданийӗсене образцо лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ мужестволлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» гварди аслӑ лейтенанчӗ Григорьев Фома Никифоровича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (№ 8741) парнеленӗ[1][2].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Григорьев Ф. Н. Совет Ҫарӗнче Тĕп çарсен ушкӑнӗнче хӗсметне малалла тӑснӑ. 1948 ҫулта капитан званипе запасӑна тухнӑ[2]. 1950 ҫулта Харьков парти шкулӗнче, 1953 ҫулта педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Кременчуг тата Харьков хулинче парти ӗҫӗнче тӑнӑ[1]. 1955—1957 ҫулсенче колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ, кайран Харьковри ВНИИэлектромашра 30 ҫул ӗҫленӗ[1][3]. Фома Никифорович Григорьев 2008 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ, Харьков хулинчи 2-мӗш масарта пытарнӑ[1][2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗ, Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 8741)[1][2].
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗ)[1].
- Отечественной войны I степень орденӗ (икӗ хутчен: 1944 ҫулхи çурлан 5-мӗшӗ тата 1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ)[1][3].
- Отечественной войны II степень орденӗ (1944 ҫулхи майӑн 29-мӗшӗ)[1].
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ)[1].
- Медальсем[1].
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20 Григорьев Фома Никифорович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Григорьев Фома Никифорович (выр.). Архив города Новокузнецка. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Григорьев Фома Никифорович (выр.). Мундыбашское городское поселение. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
- ^ Григорьев Фома Никифорович (выр.). Кемеровская областная научная библиотека им. В.Д. Федорова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Быкова О. В., Протопопова Е. Э. Золотые звёзды Новокузнецка. — Новокузнецк, 2005.