Гринёв Николай Васильевич
Гринёв Николай Васильевич (1910 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Молодовое[d] — 1963 ҫулхи акан 28-мӗшӗ, Сочи, Краснодар Ен) — совет лётчик-истребитель, подполковник. Вӑл — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1939)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Николай Васильевич Гринёв 1910 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Орёл кӗпернинчи Карачев уесӗнчи Молодовое ялӗнче (халӗ Орёл облаҫӗнчи Шаблыкино районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1]. Вӑл тулли мар вӑтам шкул пӗтернӗ, кайран Константиновка хулинчи (Донецк облаҫӗ) индустри техникумӗнче вӗренсе тухнӑ[1]. 1926—1931 ҫулсенче Горловка хулинчи шахтӑра забойщик, Константиновкӑри хими савучӗнче кочегар пулса ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах индустри техникумӗнче вӗреннӗ. 1931—1933 ҫулсенче Одесса индустри институтӗнче вӗреннӗ[1].
1933 ҫулхи юпа уйӑхӗнче комсомол путёвкипе 9-мӗш Харьков ҫар лётчик шкулне вӗренме кӗнӗ. Пӗтернӗ хыҫҫӑн, 1936 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Байкал лешьенчи ҫар округӗн 21-мӗш уйрӑм истребитель эскадрилийӗнче аслӑ лётчик, звено командирӗ пулса хӗсмет тунӑ[1].
1939 ҫулта лейтенант Гринёв Н. В. Халхин-Гол ҫапӑҫувӗсене хутшӑннӑ, унта вӑл 1-мӗш ҫар ушкӑнӗн истребитель авиаци бригадин 22-мӗш истребитель авиаци полкӗн эскадрильяне командӑланӑ. 1939 ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнчен авӑнӑн 16-мӗшӗччен вӑл 25 сывлӑш ҫапӑҫувӗ ирттернӗ, хӑй 4, ушкӑнпа 6 тӑшман самолёчӗпе ҫапса тӑкнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл нумай япон аэродромне тупса, ҫӗр ҫинче 4 самолёта аркатнӑ[1][2].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «авиаэскадрильеа умело командӑланӑшӑн тата ҫар тата интернационал ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑйӗн паттӑрлӑхшӑн» лейтенант Гринёв Николая Васильевича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (№ 166) парнеленӗ[1].
1941 ҫулта Гринёв Н. В. ВВС академин ҫумӗнчи офицерсен ӑсталӑх ҫӗнтермелли курсне пӗтернӗ, ака уйӑхӗнченпе 273-мӗш истребитель авиаци полкне командӑланӑ[1]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пӗрремӗш кунчченех ҫапӑҫнӑ. Калинин, Кавказ лешьенчи, Ҫурҫӗр-Кавказ, Степной, Анăç, 2-мӗш Украина фрончӗсенче вӑрҫнӑ. 1942 ҫулта Керчь патӗнче аманнӑ. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен 1945 ҫулхи юпа уйӑхӗччен 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн управленийӗнче аслӑ лётчик-инспектор пулса хӗсмет тунӑ[1][2].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Гринёв Н. В. Сочи хулинче пурӑннӑ. Николай Васильевич Гринёв 1963 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче вилнӗ[1][2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ, Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 166)[1].
- Ленин орденӗ (1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ)[1].
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[1].
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗ (1943 ҫулхи акан 25-мӗшӗ)[1].
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ[1].
- Медаль «Мускава хӳтӗленӗшӗн»[1].
- Медаль «Кавказа хӳтӗленӗшӗн»[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Румянцев Н. М. Герои Халхин-Гола. — М., 1989.