Гришин Иван Трифонович
Гришин Иван Трифонович (1919 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ, Новониколаевка[d] — 1944 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Апатин[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, капитан, 78-мӗш стрелоксен полкӗн батальон командирӗн ҫумӗ. Вӑл — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945, вилнӗ хыҫҫӑн)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Иван Трифонович Гришин 1919 ҫулхи çурлан 3-мӗшӗнче Херсон облаҫӗнчи Ивановка районӗнчи Новониколаевка ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Вӑл 6 класс пӗтернӗ, колхозра ӗҫленӗ[1]. 1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулта Ӗпхӳ пехота училищинче вӗренсе тухнӑ[2][1]. 1943 ҫулта ВКП(б) йышне кӗнӗ[1].
1941 ҫулхи çӗртме уйӑхӗнченпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ[2][1]. 78-мӗш стрелоксен полкӗн (74-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 57-мӗш ҫар, 3-мӗш Украина фрончӗ) батальон командирӗн ҫумӗ пулса хӗсмет тунӑ[2]. 1944 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вӑл полкра пӗрремӗш ушкӑнпа Тăнай юханшывне Югославири Апатин хули районӗнче каҫнӑ та сылтӑм ҫыранта плацдарма ярса илнӗ[2]. Унӑн ушкӑнӗн ӗҫӗсем батальон, кайран полк каҫма май панӑ. Плацдарм ҫинче тӑшман контратакисене сирнӗ чухне Гришин И. Т. аманнӑ, анчах хирӗҫрен тухман, хӑйӗн тӗслӗхӗпе салтаксене хавхалантарнӑ. 1944 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче аманӑвӗнчен медсанбатра вилнӗ. Апатин хулинче пытарнӑ[2].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «тӑшманпа ҫапӑҫура командованин ҫапӑҫу заданийӗсене образцо лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ мужестволлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» капитан Гришин Иван Трифоновича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[2][1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ, Ленин орденӗ — вилнӗ хыҫҫӑн)[1][2].
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн)[1].
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (1944 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн)[2].
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1943 ҫулхи çурлан 4-мӗшӗ)[2][1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Лукаш И. М. Солдаты славы не искали — Днепропетровск: Промінь, 1984.
- Подвиги их — бессмертны. — Уфа: Китап, 2000.