Гутрина Татьяна Васильевна
Гутрина Татьяна Васильевна (1928 ҫулхи акан 29-мӗшӗ, Дюрки — 1995 ҫулхи акан 27-мӗшӗ, Дюрьки) — Мордва АССР йышне кӗрекен Атяшево районӗнчи Калинин ячӗллӗ колхоз доярки.
Кун-ҫулӗ
1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Дюрки ялӗнче (халӗ Мӑкшӑ Республикин Атяшево районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ирҫе. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ.
1951—1968 ҫулсенче хӑйсен ялӗнчи Калинин ячӗллӗ колхозра доярка пулса ӗҫленӗ. Ӗҫре пысӑк кӑтартусем тунӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1966 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарас, аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑмарта, ҫӑм тата ытти продукци туса илессине ӳстерес ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Гутрина Татьяна Васильевнӑна Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.
Мордва Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ. Дюрки ялӗнче пурӑннӑ. 1995 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Ӑна Ленин, Октябрьти Революци орденӗсемпе, медальсемпе чысланӑ.
Каҫӑсем
Татьяна Васильевна Гутрина «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
Вуламалли
- Мордови. Энциклопеди. Саранск, 2007
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Гутрина, Татьяна Васильевна статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |