Данилов-Чалтун Максим Николаевич
Максим Николаевич Данилов-Чалтун (1894 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ, Услыбаш, Ҫтерлӗ уесӗ[d], Ӗпхӳ кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1944 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ, Кувшиново[d], Тĕвер облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш прозăçи, СССР ÇП пайташĕ (1934-па)[1]. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине, Граждан вăрçине тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă[2].
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1894 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Ĕпхӳ кĕпĕрнин Çтерлĕ уесĕнчи Усӑлӑ ялĕнче (халĕ Пушкăрт Республикин Çтерлĕ районĕ) çуралнă[2].
Виçĕ класлă шкул пĕтернĕ. Ир амăшӗсӗр тарса юлнӑскер ашшĕпе Ҫӗпӗре ĕçлеме кайнă, Кемĕр шахтисенче забойщик пулса ӗҫленӗ[3].
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине (1914–1917) хутшăннă. Йывăр аманнă. Госпиталь хыççăн хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ гвардие кĕнĕ. Граждан вăрçинче (1918–1920) Колчак çарне хирĕç çапăçнă[3].
1921 çулта Томскри совет парти шкулне, 1926 çулта Мускавра ВКП(б) Тӗп комитечӗ çумĕнчи уес парти работникĕсен курсне пĕтернĕ[2]. Ҫӗпӗрте совет тата парти ĕçĕнче тăрăшнă.
1934 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Чăваш АССР Çыравҫӑсен пӗрлехӗн правлени председателĕн çумĕ (1934–1938), «Чăваш коммуни» хаçатăн литература ĕçченӗ, Чăваш АССР Совнаркомĕ çумĕнчи радиоинформаци комитечĕн бюро пуçлăхĕ (1940-мĕш çултанпа) пулса ĕçленĕ[2].
1941 çулхи раштав уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Калинин, Брянск тата 2-мĕш Балти фрончĕсенче çапăçнă. Политрук, рота командирĕ, миномёт батарейин командирĕ пулнă[4].
1944 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче Калинин (халĕ Тĕвер) облаçĕнчи Кувшиновка хулинчи çар госпиталӗнче суранӗсене пула вилнĕ[2][3].
Пултарулăх ĕçĕсем
Малтанхи ĕçĕсем 1920-мĕш çулсен вĕçĕнче Мускавра чăвашла тухнă «Ĕçлекенсен сасси» журналта тата «Чăваш хресченĕ» хаçатра пичетленнĕ[2]. Томскри «Хĕрлĕ ялав» тата «Советская Сибирь» хаçатсенче пичетленнӗ[2].
1929 çулта Мускавра пĕрремĕш кĕнеке — «Тайгара» пьеси — тухнă[3]. 1934 çулта Чăваш çыравçисен организацийĕн делегачĕ пулса совет çыравçисен I съездне хутшăннă[3].
Тĕп ĕçĕсем: «Икĕ вăй» (1935); «Калавсем» (1930); «Колхозные рассказы» (1936); «Çулăм витĕр» (1938); «Çăлтăрлă çĕлĕк» (1941); «Фронтра» (1944).
1940-мĕш çулсемччен пичетленнĕ калавсенче, повеçсенче — Октябрь революцин, Граждан вăрçин пулăмĕсем, халăх хуçалăхне çĕнĕрен тӑвас тапхăрти хресченсен хавалĕ. Паллă ĕçĕсем: «Вӑхӑтсӑр вилӗм» (1924), «Тилӗ хыҫҫӑн» (1929), «Ункӑран» (1930), «Шахтара», «Левентей вилтӑпри»[3].
Вăрçă çулĕсенче çырнă ĕçĕсем («34-мӗш атака умӗн», 1943; «Самсонов хӗрлӗармеец», 1943; «Лизавета Егоровна», 1944) паттăрлăхпа тулнă, вĕсенче совет салтакĕсен хăюлăхӗпе хастарлӑхне кăтартнă[3][5].
Кӗнекисем
- Данилов-Чалдун, М. Н. Вӑрҫӑ калавӗсем / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1947. — 176 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Икӗ вӑй : [калавсем] / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑваш патшалӑх издательстви, 1935. — 152 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Калавсем / М. Н. Данилов (Чалтун). — Мускав : СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 88 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Колхоз калавӗсем / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 124 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Лизавета Егоровна : калав / М. Н. Данилов-Чалдун ; С. Савельева вулать ; Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗ. — Шупашкар, 2021. — Устная речь : аудио.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Партизансем : [повесть] / М. Н. Данилов (Чалдун) ; ред. Н. Патман ; худож. Энгер. — Шупашкар : Чӑвашиздат, 1935. — 72 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Революци ҫулӑмӗ : [калавсем] / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑваш АССР Государство издательстви, 1960. — 132 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Суйласа илнӗ калавсем / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1945. — 88 с. — Содерж.: М. Денилов-Чалдун пурнӑҫӗпе творчество / С. Эльгер. Якку ; Шахтӑра ; Ҫапӑҫу иртсен ; Ҫулӑм витӗр ; Красноармеец Самсонов ; Вӑрманта ; Кам айӑплӑ ; Лизавета Егоровна ; Антун ҫемьи.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Суйласа илнисем : [калавсем] / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 174 с. — Содерж.: М. Н. Данилов-Чалдун лурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ / И. И. Одюков. Ҫулӑм витӗр ; Ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк ; Ункӑран ; Колчакӑн юлашки кунӗсем ; Директор ; Якур ҫулӗ ; Тимӗрҫӗ Тимухха ; 34-мӗш атака умӗн ; Кам айӑплӑ? ; Вилӗмрен хӑтӑлнисем ; Красноармеец Самсонов ; Пӑлан хыҫҫӑн ; Вӑрманта ; Лизавета Егоровна ; Антун ҫемйи.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк : повеҫсем, калавсем / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 208 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Ҫулӑм витӗр : калавсем / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1938. — 136 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Тайгара : 4 пайлӑ, 5 картинӑллӑ драмӑ / М. Н. Данилов ; ред. Г. А. Молостовкин. — Москва : СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1929. — 22 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Тайга паттарӗсем : калавасем / М. Н. Данилов-Чалдун ; редактор Г. И. Краснов. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 71 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Ункӑран : [калав] / М. Н. Данилов-Чалдун ; ред. Н. К. Кириллов. — Шупашкар : Чӑвашиздат, 1935. — 39 с.
- Данилов-Чалдун, М. Н. Фронтра : калавсем, очерксем / М. Н. Данилов-Чалдун. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1944. — 92 с.
Астӑвӑм
- Усӑлӑ шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Шкул музейӗнче Максим Данилов-Чалтун ҫинчен экспозици йӗркеленӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Данилов-Чалдун Максим Николаевич. Чăваш Енĕн культура еткерĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Данилов-Чалдун Максим Николаевич. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 «Настоящий писатель – М.Н.Данилов – Чалдун». Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ (17 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Мана чĕрĕ тесе шутлаççĕ. Чăваш Республикин наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ М.Данилов- Чалтун: çыравçă – патриот. Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ (17 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексеев, В. М. Н. Данилов-Чалтун тăванĕсен йĕрĕпе / В. Алексеев, А. Савельев // Тантăш. – 1994. – 29 кăрлач. – С. 8.
- Борлен, Б. Л. Кивĕ кĕнеке : аса илӳ / Б. Л. Борлен // Тăван Атăл. – 2009. – № 1. – С. 125-132.
- Дедушкин, Н. Чапу сан сӳнес çук // Дедушкин, Н. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 107-111.
- Максим Николаевич Данилов-Чалтун // Данилов-Чалтун, М. Н. Çăлтăрлă çĕлĕк. – Шупашкар, 1984. – С. 203-206.
- Степанова, Р. Ҫулăмра шăраннă йĕркесем / Р. Степанова // Хресчен сасси. – 2010. – 12 ҫу. – С. 2.
- Туктар, В. А. Хăнана паллас тесе чӳречерен тинкертĕмĕр / В. А. Туктар // Тантăш. – 2009. – 12 нарăс (№ 5). – С. 4.
- Щипцов, П. Ăна нихăçан та манмĕç / П. Щипцов // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
- Афанасьев, П. Данилов-Чалдун Максим Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 110-111.
- Изоркин, А. В. К некоторым моментам жизненного и творческого пути М. Н. Данилова-Чалдуна / А. В. Изоркин // Актуальные проблемы чувашской литературы. – Чебоксары, 1983. – С.103-117.
- Метин, П. Н. Данилов-Чалдун Максим Николаевич / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 320.
- Тимуков, А. Н. Данилов-Чалдун Максим Николаевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 483.
- Эзенкин, В. Идейно-художественные особенности творчества М. Н. Данилова-Чалдуна / В. Эзенкин // Чувашский язык, литература и фольклор. – Чебоксары, 1972. – Вып. 1. – С.327-351.
Каçăсем
- Данилов-Чалтун Максим Николаевич Чăваш энциклопедийĕнче