Дербент
| Дербент | |
| Хула гербĕ | |
| Патшалăх: | Раççей |
|---|---|
| Регион: | Дагестан Республики |
| Никĕсленĕ: | пирĕн эрăчен IV ĕмĕр вĕçĕ |
| Хула, çултан: | 1840 |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 106,2 (2006) |
| Хула лаптăкĕ: | км2 |
| Геогр. анлăхĕ: | 42°04′ ç. ш. |
| Геогр. вăрăмлăхĕ: | 48°18′ х.т. д. |
Дербент, — Каспи тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Раççей хула. Дагестан Республикине кĕрет.
Халăх йышĕ
Истори
Хула V ĕмĕрте ку вырăнта хăпартса лартнă хӳтлĕхрен тухăç енелле аталаннă. VII-IX ĕмĕрсенче хула Арабсен халифатне кĕнĕ, X ĕмĕрте — феодаллă кнеçлĕхĕн тĕп хули пулнă. XIII ĕмĕрте монголсем çĕнтерсе илнĕ хыççăн вăл арканса пĕтнĕ. XVI-XVIII ӗмӗрĕн пуçламăшĕ вăхăтĕнче вăл Иран шутне кĕнĕ, 1722 çулта хулана Раççей шутне кĕртнĕ. Раççей шутĕнче 1935 çулчен пулнă, кайран вара, Киндяж килĕшĕвĕ тăрăх каллех Ирана куçнă. 1747 çулта Дербент ханлăхĕ йĕркеленнĕ, унăн тĕп хули Дербент пулнă. 1796 çулта ханлăха Раççей çарĕсем тытса илнĕ. 1813 çулхи Гюлистан мирлĕ килĕшĕвĕ тăрăх яланлăхах Раççей шутне кĕртнĕ.
Дербент çыннисем сад-пахча ĕçĕпе, виноград ӳстерессипе, пулă тытассипе пурăннă.
1917 çулхи раштав уйăхĕнче хулара совет влаçне йĕркеленĕ. 1918 çулхи утă уйăхĕпе 1920 çулхи пуш уйăхĕ таран буржуази националисчĕсен аллинче пулнă. 1920 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар хулана хăй аллине илнĕ.
Экономика
Дербентра шлифовка тăвакан станокĕсен завочĕ, çăм арлакан фабрика, консерва, коньяк тата аш комбиначĕсем, эрех тата сĕт завочĕсем, çĕвĕ тата ковёр тĕртекен фабрикăсем, çурт хăпартакан комбинат, кирпĕч тата стена блокĕсен завочĕсем пур.
Хулара садсемпе виноград пахчисем нумай.
Культура
Каçхи майпа вĕрентекен станок тăвакансен тата ял хуçалăх текхникумĕсем, педагогика тата медицина училищисем, кавир тĕртме вĕрентекен шкул пур. Хулара Лезгински театрĕ тата краеведени музейĕ пур.
Археологи палăкĕсем
Археологи тĕлĕшĕнчен кунта сыхланса юлнă:
- Джума мичĕт комплексĕ (VIII-XIV ӗмӗрсем) тата медресе (XV-XIX ӗмӗрсем),
- Минарет мичĕчĕ (XIV-XIX ӗмӗрсем),
- Кырхляр мичĕчĕ (XVII ӗмӗр),
- Кӳмеллĕ тăрăллă мунчасем (XVII-XVIII ӗмӗрсем),
- Хан мавзолейĕ (XVIII ӗмӗр);
цитадельте:
- хан керменĕн ишĕлчĕкĕсем (XVIII ӗмӗр),
- гауптвахта (XIX ӗмӗр, ампир).