Дерпт епископлăхĕ
Дерпт епископлăхĕ (çаплах Дорпат епископлăхĕ; эстон çăлкуçĕсенче Тарту епископлăхĕ; 1224-1558çç.; ан.-ним. Bisdom Dorpat) – чун-чĕмлĕ феодаллă кнеçлĕх, çаплах хальхи Эстони республикин кăнтăр-тухăçĕнче, Дорпат/Дерпт/Тарту/Юрьев тĕпĕнче, йĕркеленĕ католици диоцезĕ. 1224 çулта рига архиепископĕ Альберт, Балтиçумне Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ кĕрсе кайсан никĕс хунă, 1237 çултанпа ăна Ливон орденĕ ятпа палăртаççĕ.
Тавралăхĕ
Кун-çулĕ
1223-1224 çç. эстсем, Вячко вырăс кнеçĕпе пĕрле Юрьева хĕçпе çӳрекен нимĕç рыцăрĕсенчен хӳтĕленĕ. Нимĕç рыцăрĕсем хулана çĕнтерсе илсен, Дерпт ят параççĕ. Хăй епископлăхĕ Ливон конфедерацине, герман Балтиçумĕн 5 феодаллă патшалăхĕпе пĕрле, кĕрет. Епископлăха католици епископĕ ертсе пынă, ăна пуху канонçисен капитулĕнче, вырăнти чиркӳн кафедра ĕçтешĕсен аслă коллегийĕ, суйланă. Епископăн çаплах кнеçлĕхре чылай çĕр харпăрлăхĕ пулнă, хăшпĕр çĕрне вăрçă çыннисене панă пулсан та. Килсĕ кĕнĕ нимĕç чиркĕвĕн çыннисемпе рыцăрь-феодалсем вырăнти эстон тата вырăс çĕр ĕçтешĕсене (90 % пурăнан халăх) хытă пусмăрланă. Епископлăх чикĕ хĕрринче пулнипе орденпа анăçри урăх патшалăхĕсен пулăшăвĕпе кӳршĕ вырăс çĕрĕсен еннелле тăшманла хĕрес харçисем ирттересшĕн тăрăшнă. Епископлăха XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи чиккинче тытса тăма авалхи вырăс карманĕ Изборск кăна пултарнă, çак паттăрлăхшăн ăна "Тимĕр хула" тенĕ.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Замок Дерптского епископства 2011 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Замок Дерптского епископства. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
de:Liste der Bischöfe von Tartu et:Tartu piiskopkond lv:Tērbatas bīskapija pt:Bispado de Dorpat