Джотто ди Бондоне

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Джотто ди Бондоне
Angiotto di Bondone
Джотто. «Флоренци ÿнерĕн пилĕк никĕслекенĕсем» ĕç пайĕ, XV - XVI ĕмĕрсем
Джотто. «Флоренци ÿнерĕн пилĕк никĕслекенĕсем» ĕç пайĕ, XV - XVI ĕмĕрсем
Çуралнă чухнехи ят: Angiotto di Bondone
Çуралнă вăхăт: 1267
Çуралнă вырăн: Колле ди Веспиньяно
Вилнĕ вăхăт: 1337, Кӑрлач, 8
Вилнĕ вырăн: Флоренци, Итали
Гражданлăх: ИталиFlag of Italy.svg Итали
Жанр: сăрă ÿнер, фреска, мозаика, архитектура
Сĕм: Чимабуэ
Сĕм янă: Цевио, Армитидж

Джотто ди Бондоне, е ахаль каласан Джотто (итал. Giotto di Bondone) (1267 - 1337) — итал ÿнерçи тата Проторенессанс тапхăрĕн архитекторĕ. Хĕвеланăç ÿнер кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ пайташĕсенчен пĕри. Византи турăш ÿнерĕн йăла-йĕркинчен çĕнтерсе тухайса, итал ÿнер шкулĕн чăн никĕсçи пулса тăнă, тавралăха сăнарлас ĕçре пачах та çĕнĕ меслет уçса çĕнĕ çулсем тупнă. Джоттон пултару ĕçĕсем Леонардо да Винчи, Рафаэль, Микеланджело ÿнерçĕсене хавхалантарнă.

Кун-çулĕ

1267-мĕш çулта Флоренцирен хĕвелтухăçнелле вырнаçнă Виккьо хули таврашĕнчи Колле ди Веспиньяно ялĕнче çуралнă пулĕ теççĕ. Теприсен шучĕпе Джотто 1275-мĕш çулта çуралма пултарнă. Вазари каланă тăрăх Джотто 1276-мĕш çулта çуралнă. Вилме вара, Антонио Пуччи каланă тăрăх, ÿнерçĕ 1337-мĕш çулта, çитмĕл çулта вилнĕ. Пулас ÿнерçĕн ашшĕ Бондоне ятлă хĕресчен (1311/1313çç. вилнĕ) пулнă. Каярах Джотто Веспиньянора çĕр тата кил-çурт илнĕ.

Курав

Вуламалли

  • Previtali G. Giotto e la sua bottega. — Milano, 1967.
  • Беллози Л. Джотто. — М., 1996.
  • Алпатов М. В. Итальянское искусство эпохи Данте и Джотто. — М.; Л., 1939.
  • Вольф Н. Джотто = Giotto (Norbert Wolf) / Пер. с англ. А. А. Моисеенковой. — М.: Taschen; Арт-родник, 2007. — 96 с. — (Назад к истокам ви́дения). — 3000 экз. —

ISBN 978-5-9794-0035-8.

  • Туртефири А. Джотто: Сокровищница мировых шедевров / Пер. с ит. Д. Кизиловой. — М.: БММ, 2011. — 160 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-88353-449-1.
  • Лазарев В. Н. т. 1 // Происхождение итальянского Возрождения. — М., 1956.

Каҫӑсем