Джоуль — Ленц саккунĕ
Джо́уль — Ле́нц саккунĕ — Джеймс Джоуль тата, унран уйрăм, Эмилий Ленц кăтартса панă[1].
Сăмахсемпе саккуна çапла кăтартма пулать[2]:
Улшăнусăр электро ток юхнă чухне талккăшăн калăпăшĕн пĕрчинче тухакан ăшăн хăвачĕ ток йăвăлăхне электро уй хиврелĕхĕ çине хутланипе тан
Математикăлла вара вăл ак çакнашкал формăпа курăнать:
кунта — калăпăш пĕрчинче тухакан ăшăн хăвачĕ, — электро ток йăвăлăхĕ, — электро уй хиврелĕхĕ, σ — талккăшăн яраслăхĕ, пăнчă вара скалярлă хутлавлăха кăтартать.
Саккуна, çинçе пралук чухне, çавăн пекех, интеграллă формăпа калама пулать[3]:
Вăхăт пĕрчин хушшинче электро вăчăран уйрăм пайвырăнĕнче тухакан ăшăн шутлавлăхĕ çавăнти электро токăн иккĕмĕш капашне электро хирĕçтăру çине хутланипе пропорционаллă.
Интеграллă форма чухнехи математикăлла çырав
кунта — вăхăт хушшинче тухакан ăшă, — ток вăйĕ, — хирĕçтăру, — вăхăтран пуçласа вăхăтчен тухакан ăшăн тулли шутлавлăхĕ. Ток вăйĕ тата хирĕçтăру улшăнусăр чухне:
Ом саккунĕ хута кайсан, эквивалентлă формулăсем пулаççĕ:
Çавăн пекех
Асăрхавсем
- ^ Джоуля — Ленца закон // Дебитор — Евкалипт. — М. : Советская энциклопедия, 1972. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 8).
- ^ Сивухин Д. В. Общий курс физики. — М.: Наука, 1977. — Т. III. Электричество. — С. 186. — 688 с.
- ^ Сивухин Д. В. Общий курс физики. — М.: Наука, 1977. — Т. III. Электричество. — С. 197—198. — 688 с.