Дидгороба
Дидгороба (груз. დიდგორობა, Дидгори кунӗ) — Грузи халӑх уявӗ, ӑна 1121 ҫулта Дидгор ҫапӑҫӑвӗнче турк-сельджуксене ҫӗнтернӗ ятпа ҫурлан 12-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Уяв наци пӗрлӗхӗн пӗлтерӗшне палӑртать. Уяв мероприятийӗсенче театр постановкисем лартаҫҫӗ, фольклор ансамблӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ.