Дюйм

Дюйм (нидер. duim «пуç пӳрни»), — Британи/Америка виçи. 25,4 миллиметр вăрăмăш. Аршăнăн 1/28 пайĕ. Хӑшпӗр чухне дюйм вырӑнне (шӑп та лӑп виҫме кирлӗ мар тӑк) чӑвашла пӳрне те калама пулать, тӗслӗхрен юмахри «Пӳрнеске (персонаж)» хӗр ятӗнче (выр. «Дюймовочка»).

Пĕрлехи хыпарсем

Юлашки вăхăтра Америкăран килекен техникăсемпе техника терминологийĕсене пула ку сăмах Раççейре самай пурнăçа кĕрсе пырать. Ку виçепе, тĕслĕхрен, тĕрлĕ компьютер хатĕрĕсен калăпăшĕсене виçеççĕ: дискетăсен, хытă дисксен, дисплейсен, т. ыт. «Дюймри пăнчăсен» (dpi) тата «дюймри йĕрсен» (lpi) виçисемпе тĕрлĕ кĕртсе кăларакан графика хатĕрсен анлăш пултараслăхне кăтартаççĕ. Телевизор приёмникĕн диагональне енчен те CCCР вăхăтĕнче сантиметрсемпе виçнĕ пулсан, халĕ дюймсемпе виçеççĕ.

Кун-çулĕ

Дюйм сăмаха Раççее Пётр I илсе килнĕ тесе калама пулать.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем