Егоров Василий Васильевич (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

Егоров Василий Васильевич — (05.05.1923-28.09.1964), Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончĕн 3-мĕш сывлăш çарĕн 259-мĕш пĕтерекен авиаци дивизин 21-мĕш пĕтерекен авиаци полкĕн [звено командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Василий Егоров 1923 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сычёвка уесӗнчи Подсево ялӗнче ҫуралнӑ.

Саккӑр ҫул тултарсан ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, амӑшӗпе пӗрле Мускава куҫса кайнӑ, унта вӑл шкулӑн ҫичӗ класне вӗренсе пӗтернӗ, Лихачёв ячӗллӗ автомобиль савутӗнче ӗҫленӗ.

1941 ҫулта Егорова Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Армине хӗсмете чӗннӗ.

1942 ҫулта вӑл Борисоглебскри ҫар авиаци шкулне, кайран Ҫӳлти офицерсен вӗҫев шкулне пӗтернӗ.

1943 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.

Калинин, 1-мӗш Балтиҫум, 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

«Ла-5» тата «Ла-7» истребителӗсемпе вӗҫнӗ.

Тӑшман позицийӗсене, ҫыхӑнусене, портсене, аэродромсене разведкаланӑ.

Смоленск облаҫӗпе Беларуҫ ССР-не ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.

1945 ҫулхи ака уйӑхне ҫити аслӑ лейтенант Василий Егоров 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 3-мӗш сывлӑш армийӗн 259-мӗш истребитель авиадивизийӗн 21-мӗш истребитель авиаполкӗн звенине ертсе пынӑ.

Ҫав вӑхӑта ҫити вӑл 315 хут ҫапӑҫма вӗҫсе кайнӑ, 16 сывлӑшри ҫапӑҫура хутшӑннӑ, хӑй тӗллӗн 10 тӑшман самолечӗсене, ушкӑнпа пӗрле 1 самолета, ҫаплах 1 аэростата персе ӳкернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи Указӗпе «командованиӗн заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ оккупанчӗсемпе ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ хастарлӑхпа героизмшӑн» аслӑ лейтенант Василий Егоров Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Геройӗн аслӑ ятне тивӗҫнӗ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Егоров Совет Армийӗнче хӗсметре тӑма пуҫланӑ.

Корей вӑрҫине хутшӑннӑ, 878-мӗш истребитель авиаци полкӗн (216-мӗш истребитель авиаци дивизийӗ, 64-мӗш истребитель авиаци корпусӗ) эскадрильи командирӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Корейре вӑл МиГ-15 ҫинче вӗҫнӗ, 1953 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен ҫӗртме уйӑхӗччен ҫапӑҫнӑ.

Ҫак вӑрҫӑра майор Егоров хӑй тӗллӗн 3 АПШ истребителӗсене персе ӳкернӗ.

Корейре вӑрҫӑ вӗҫленсен подполковник Егоров, 405-мӗш истребитель авиаци полкӗн командирӗ пулса, 1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Беларуҫ ҫар округӗнче хӗсметре тӑнӑ, полк ҫавӑнта КХР-тан куҫса килнӗ, унта вӑл 26-мӗш сывлӑш армийӗн 330-мӗш истребитель авиаци дивизийӗн шутне кӗнӗ.

1959 ҫулхи раштав уйӑхӗнче подполковник Егоров Василий Васильевича ДОСААФӑн Кузнецк вӗренӳ центрӗн пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ.

Пӗр ҫултан ӑна полковник званине панӑ.

1964 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче полковник Егоров Василий Васильевича ДОСААФӑн Ставрополь авиацентрӗн пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ.

1964 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче авиаци катастрофинче трагикӑллӑ вилнӗ.

Краснодарти Всесвятский масарӗнче пытарнӑ.

Унсӑр пуҫне вӑл пиллӗк Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе, темиҫе медальпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑр вилтӑпри ҫинче палӑк вырнаҫтарнӑ.
  • Краснодар хулинче Паттӑр 1961—1964 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт сине асану хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Калининградри Василевский маршал лапамӗнчи мемориалта Егоров В. В. Паттӑрӑн ятне ҫырса хунӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Василий Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Василий Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Василий Васильевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.

Вуламалли

  • Егоров Василий Васильевич // Смоленская область : энциклопедия. – Смоленск, 2001. – Т. 1 : Персоналии. – С. 81.
  • Егоров Василий Васильевич // Воробьёв, М. Смоляне – Герои Советского Союза / М. Воробьёв, В. Титов, А. Храпченко. – Москва : Московский рабочий, 1982. – С. 169–171.

Каçăсем