Ежов Николай Константинович

Ежов Николай Константинович (1916 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ [28-мӗшӗ], Сатырево[d], Юрьевский уезд[d]1940 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ, Выборгский район[d]) — Хӗрлӗ Ҫар танкисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (21.03.1940)[1] [2] [3].Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Çурçĕр-Анăç фронтăн 7-мĕш çарӗн 13-мĕш çӑмӑл танк бригадин 15-мĕш танк батальонӗн танк командирĕ, старшина.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1916 ҫулта хресчен ҫемйинче Сатырево ялӗнче (халӗ Иваново облаҫӗн Ильин районӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс. Пуҫламӑш шкул пӗтернӗ. Аньково МТС-ӗнче тракторист пулса ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫара 1937 ҫулхи юпа уйӑхӗнче илнӗ. Полк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ. 1939—1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ.

Кӗҫӗн взвод командирӗ Ежов 1940 ҫулхи хӗлле Кямяря чукун ҫул станцийӗнчен (халӗ Ленинград облаҫӗн Выборг районӗнчи Гаврилово) кӑнтӑралла тӑшман хӳтлӗхне татса кӗмелли ҫапӑҫусенче палӑрнӑ.

Танкӑн пӑшалӗпе тата гусеницисемпе тӑшманӑн вут точкисене пусарнӑ, ҫакӑ подразделенисен тапӑнӑвне майлаштарма пулӑшнӑ.

1940 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Пейямперы пурӑнан вырӑнтан пӗр ҫухрӑмра вӑрманта Ежовӑн танкӗ арканнипе чарӑнса тӑнӑ. Экипажа двигателе васкавлӑ юсама тивнӗ. Ҫак вӑхӑтра танк патне шурӑ маскхалат тӑхӑннӑ финн йӗлтӗрҫисен ушкӑнӗ ҫывхарнӑ. Экипаж тан мар ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ежовӑн юлташӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри юр ҫине ӳкнӗ. Вӑл хӑй патронсем пӗтичченех пенӗ.

Юлашки патрона тыткӑна лекмесӗр вилме хӑй валли хӑварнӑ.

Посёлокри пӗрлехи вилтӑприре пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Николай Константинович Ежова Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне 1940 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ хыҫҫӑн панӑ.
  • Ленин тата Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑрӑн ятне Ильинское-Хованское посёлокӗнчи Паттӑрсен аллейинче ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ.
  • Иваново хулинчи сӳнми ҫулӑм ҫумӗнчи мемориал ҫинче Н. К. Ежовӑн ятне ҫырнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ежов Николай Константинович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Ежов Николай Константинович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Ежов Николай Константинович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем