Елейников Степан Ефимович

Елейников Степан Ефимович (1907, Минск1940 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ, Выборгская губерния[d]) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ [1] [2] [3]. Указ дати - 07.04.1940. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Çурçĕр-Анăç фронтăн 13-мĕш çарĕн 4-мĕш стрелоксен дивизийӗн 101-мĕш стрелоксен полкĕн разведкăпа штаб пуçлăхне пулăшаканĕ, лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Степан Елейников 1907 ҫулта Минскра (халӗ — Беларуҫ) ҫуралнӑ.

Вӑл тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ.

1930 ҫулта Елейникова Рабоче-крестьян Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ.

Смоленскри ҫар пехота шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

Советско-финн вӑрҫинче хутшӑннӑ, Ҫурҫӗр-Анӑҫ фрончӗн 13-мӗш ҫарӗн 4-мӗш стрелок дивизин 101-мӗш стрелок полкӗн штаб пуҫлӑхӗн разведка пулӑшаканӗ пулса тӑрӑшнӑ.

1940 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Елейников шырав отрячӗн пуҫлӑхӗ пулса Сувантоярви (халӗ — Суходольское) районӗнче ҫапӑҫупа разведка ӑнӑҫлӑ ирттернӗ.

Ҫав ҫапӑҫура вӑл пуҫне хунӑ.

Ленинград облаҫӗнчи Сосново поҫолӑкӗнче пӗрлехи пытару ҫӗрӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1940 ҫулхи акан 7-мӗшӗнчи Указӗпе «финн шурӑ гвардине хирӗҫ фронтра ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата унта кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» лейтенант Степан Елейников вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ҫӳллӗ ятне тивӗҫнӗ.

Ҫаплах вилнӗ хыҫҫӑн Ленин орденӗпе наградӑланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Елейников Степан Ефимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Елейников Степан Ефимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Елейников Степан Ефимович (в наградном листе именуется как Елейников Стефан Ефимович). Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.

Каçăсем