Емельянов Виктор Васильевич
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Виктор Емельянов 1912 ҫулта Чулхулара ҫуралнӑ. Вӑтам шкултан тата фабрика-завод вӗренӗвӗ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн «Нижполиграфра» (халӗ — «Горьковская правда») гравёр пулса ӗҫленӗ.
1932—1933 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1939 ҫулхи кӗркунне иккӗмӗш хутчен хӗсмете кайнӑ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, Çурçĕр-Анăç фронтăн 13-мĕш çарĕн 136-мĕш стрелоксен дивизийӗн 387-мĕш стрелоксен полкӗн тупӑ номерӗ пулнӑ.
1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Емельянов финнсен темиҫе контратакине сирсе яма хутшӑннӑ. Унӑн позицийӗнчен инҫе мар вырӑнта совет танкне персе ӳкернӗ те экипаж унтан тухнӑ чухне, Емельянов ӑшне кӗрсе тапӑнакан финн чаҫӗсем ҫине пере пуҫланӑ, ҫакӑ контратакӑна ӑнӑҫлӑ сирсе яма пулӑшнӑ. Емельянов танкран тӑшмана тепӗр икӗ кун хушши персе тӑнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1940 ҫулхи акан 7-мӗшӗнчи указӗпе «финн шурӑ гвардийӗпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа хӑюлӑхшӑн» Виктор Емельянов хӗрлӗармееца Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 332 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.
1940 ҫулта Емельянова демобилизациленӗ те вӑл Горькие таврӑннӑ. Промышленноҫ академине кӗме хатӗрлекен курссене вӗренме кӗнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан каллех ҫара кайнӑ.
Зенит-артиллери шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, хыҫҫӑн 8-мӗш гварди миномёт полкӗн дивизионӗн разведка пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Ростов облаҫӗнче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Севастополе хӳтӗленӗ.
В. В. Емельянов лейтенант 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Емельянов Виктор Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Емельянов Виктор Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.