Емельянов Игнат Дмитриевич
Емельянов Игнат Дмитриевич (1915 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ [раштавӑн 7-мӗшӗ] , Яблоново[d], Воронеж кĕперни — 1940 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ, Выборгская губерния[d]) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (21.03.1940)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Çурçĕр-Анăç фронтăн 7-мĕш çарĕн 13-мĕш çăмăл танк бригадин 15-мĕш танк батальонӗн рота командирĕ, аслă лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1915 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Воронеж кӗпӗрнинчи Яблоново ялӗнче ҫуралнӑ. Ремесла училищинче тата рабфакра вӗреннӗ, хыҫҫӑн совхозра слесарь пулса ӗҫленӗ.
1933 ҫулта хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете кайнӑ. Орёлти танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, Ҫурҫӗр-Анӑҫ фрончӗн 7-мӗш ҫарӗн 13-мӗш ҫӑмӑл танк бригадин 15-мӗш танк батальонӗн рота командирӗ пулнӑ.
1940 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Емельяновӑн танкне персе тивӗртнӗ чухне, вӑл ҫапӑҫу уйӗнчех ӑна юсанӑ тата ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, хупӑрланӑ совет батальонӗпе ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ май, икӗ финн туппине аркатнӑ.
1940 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче Кумилампи ялӗ патӗнче разведка ҫапӑҫӑвӗнче пуҫ хунӑ. Ленинград облаҫӗн Выборг районӗнче пӗрлехи пытару вырӑнӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1940 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнчи указӗпе «финн шурӑ гвардине хирӗҫ ҫапӑҫу фронтӗнче командованиӗн ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» Игнат Емельянов аслӑ лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
Астӑвӑм
Емельянов ячӗпе Санкт-Петербургри урама ят панӑ, Валуйки хулинче унӑн бюстне лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Емельянов Игнат Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Емельянов Игнат Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Емельянов Игнат Дмитриевич. Наградной лист. Страницы:1.2.