Ермаков Андрей Павлович

Ермаков Андрей Павлович (1904 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Успенское[d], Пенза кĕперни1939 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Монголи) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.11.1939)[1][2]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш çар ушкăнĕн 36-мĕш мотострелоксен дивизийӗн 149-мĕш мотострелоксен полкӗн 2-мĕш батальонĕн командирĕ, капитан.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1904 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Успенское салинче (халӗ — Пенза облаҫӗ) ҫуралнӑ. Ялти шкулӑн тӑватӑ класне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ашшӗ хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.

1926 ҫулта Ермакова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Полк шкулне, 1930 ҫулта — Иркутскри командирсен пехота курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Стрелоксен чаҫӗсенче тӗрлӗ вырӑнсенче хӗсметре тӑнӑ.

1939 ҫулхи май тӗлне капитан Андрей Ермаков 1-мӗш ҫар ушкӑнӗн 36-мӗш мотострелок дивизин 149-мӗш мотострелок полкӗн 2-мӗш батальонне ертсе пынӑ. Халхин-Гол юханшыв ҫинчи ҫапӑҫусенче палӑрнӑ.

Ермаковӑн батальонӗ 1939 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа яппун ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑл яппунсен темиҫе хирӗҫ тапӑнӑвне сирнӗ, хӑй те темиҫе хут хирӗҫ тапӑннӑ, тӑшмана ҫар техникипе тата ҫын вӑйӗнче пысӑк ҫухату кӳнӗ.

Ермаков 1939 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче ҫапӑҫура пуҫ хунӑ, ҫапӑҫу вырӑнне пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи указӗпе «батальона ӑста та хӑюллӑ ертсе пынӑшӑн тата ҫу уйӑхӗнчи ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн» Андрей Ермаков капитана вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Унсӑр пуҫне Ленин орденӗпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермаков Андрей Павлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермаков Андрей Павлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.

Каçăсем