Ерофеев Григорий Петрович

 

Григорий Петрович Ерофеев (1913 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Ачинск уесӗ[d], Енисей кĕпĕрни1999 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ, Красноярск) — совет офицерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Кун-ҫулӗ

1913 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Енисей кӗпӗрнинчи Ачинск уесӗнчи Пашенка ялӗнче (хальхи Красноярск Енӗн Балахта районӗ) ҫӗр ӗҫчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран райпотребсоюзра ӗҫленӗ[3][4].

1935 ҫулхи юпан уйӑхӗнче Балахта районӗнчи вӑрҫӑ комиссариачӗ Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете янӑ[1][2]. 1939 ҫулта кӗҫӗн лейтенант курсӗсене пӗтернӗ[3][4].

1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Ленинград, Волхов тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче вӑрҫнӑ. Алтӑ хутчен аманнӑ[1]. 1943 ҫулта «Выстрел» аслӑ перекен-тактика курсӗсене пӗтернӗ[1][3].

1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Григорий Ерофеев капитан 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнчи 28-мӗш ҫарӑн 130-мӗш стрелоксен дивизийӗн 664-мӗш стрелоксен полкӗн батальонне ертсе пынӑ[1][3]. Бобруйск наступлени операцине хутшӑннӑ.

1944 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Ерофеев ертсе пынӑ батальон Птичь юханшывӗ урлӑ каҫнӑ та Затишье ялӗн (Беларуҫӗн Гомель облаҫӗ) хӗвеланӑҫнелле ҫитнӗ. Унта вӗсем тӑшманӑн чылай нумайрах вӑйне хирӗҫле ҫапӑҫура хыҫран сиксе тухса ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫак ҫапӑҫура батальон 1000 яхӑн тӑшман салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ, 25 артиллери орудийӗпе 9 тягача тытса илнӗ. Ерофеев кӑкӑрӗнчен йывӑр аманнӑ, анчах та ертсе пыма пӑрахман[1][5].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнчи Указӗпе Григорий Петрович Ерофеев капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне панӑ, ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1][6].

Госпитальсенче нумай вӑхӑт сипленнӗ хыҫҫӑн Ерофеев фронта таврӑнман. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Ярославль хулинчи Приволжск районӗнчи ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ[1]. 1946 ҫулта запаса тухнӑ[3]. Красноярск Енӗнчи Балахта посӗлкӗнче пурӑнса ӗҫленӗ, 1964 ҫултанпа вара Красноярск хулинче пурӑннӑ[1][2].

1999 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче вилнӗ. Красноярскри «Бадалык» ҫӑвинче пытарнӑ[1][7].

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ)[1][6];
  • Ленин орденӗ (1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ)[1][6];
  • I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ)[1][6];
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль[6];
  • «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль[6];
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[6];
  • ытти медальсем[3].

Астӑвӑм

  • Григорий Петрович Ерофеев ятне Балахта посӗлкӗнчи урама панӑ[5][1].
  • 2021 ҫулта Красноярск хулинчи 156-мӗш вӑтам шкула унӑн ятне панӑ[5][4].
  • Совет вӑхӑтӗнче Балахта районӗнчи Тюльково тата Балахта вӑтам шкулӗсенчи пионер дружинисем унӑн ячӗпе ҫӳренӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Ерофеев Григорий Петрович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Ерофеев Григорий Петрович. Музей «Мемориал Победы». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Ерофеев, Григорий Петрович. Википедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Ерофеев Григорий Петрович. Реестры памятных знаков, Красноярский край. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Имя героя - школе: Ерофеев Григорий Петрович. МАОУ СШ № 156 г. Красноярска. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Ерофеев Григорий Петрович. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  7. ^ Ерофеев Григорий Петрович, Герой Советского Союза. Музей «Мемориал Победы». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.

Каҫӑсем