Ерохин Алексей Фёдорович

Алексей Фёдорович Ерохин (1920, Шейно[d], Пенза кĕперни1943 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ, Курск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, артиллерист, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Алексей Ерохин 1920 ҫулта Пенза кӗпӗрнинчи Шейно ялӗнче (халӗ Пенза облаҫӗн Пачелма районӗ) ҫӗрҫи ҫемьинче ҫуралнӑ.[1] Вӑл тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. Ҫарта хӗсмете тӑниччен Алтай Енӗн Угловски районӗнчи Топольное ялӗнче пурӑннӑ.[2]

1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Угловски районӗнчи ҫар комиссариачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫарта хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Воронеж тата Анӑҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ[1].

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн тӗлне вӑл Воронеж фрончӗн 14-мӗш танка хирӗҫ артиллери бригадин 1177-мӗш танка хирӗҫ артиллери полкӗн тупӑ командирӗ пулса тӑнӑ. Унӑн ҫар хисепӗ — аслӑ сержант.[1]

Ерохин 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче Курск пӗккинче хӑйӗн расчёчӗпе пӗрле Покровка посёлокӗ таврашӗнче ҫапӑҫура палӑрнӑ.[3] Икӗ кун хушшинче вӗсен расчёчӗ нимӗҫсен 8 танкне ҫунтарса янӑ е юрӑхсӑрлатнӑ.[1] Наводчик амансан, Ерохин хӑй ун вырӑнне тӑнӑ та икӗ тӑшман танкне тивӗртнӗ.[2] Ҫапӑҫура хӑй йывӑр аманнӑ, анчах ҫапӑҫу вырӑнӗнче тӑрса юлнӑ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче госпитальте вилнӗ.[1] Курск облаҫӗн Обоянь районӗнчи Пушкарное ялӗнче пытарнӑ.[1]

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи хушӑвӗпе[2] Курск ҫапӑҫӑвӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн Ерохина вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе чысланӑ.[2]

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (21.09.1943, вилнӗ хыҫҫӑн)
  • Ленин орденӗ (21.09.1943, вилнӗ хыҫҫӑн)

Астӑвӑм

Алексей Фёдорович Ерохин ячӗпе Курск облаҫӗнчи Обоянь районӗнчи Пушкарное ялӗнчи урам хтсепленет.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Ерохин Алексей Фёдорович. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Ерохин Алексей Фёдорович. Пензенская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ Ерохин Алексей Федорович. Прохоровское поле. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.

Каçăсем