Ерошкин Андрей Григорьевич
Андрей Григорьевич Ерошкин (1903 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ, Рязань кĕперни — 1972 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ, Быково[d], Мускав облаҫӗ) — совет ҫар ҫынни, подполковник, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Андрей Григорьевич Ерошкин 1903 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче (26-мӗшӗнче) Рязань кӗпӗрнин Спас уесӗнчи Санское ялӗнче (хальхи Рязань облаҫӗн Шилово районӗ) çĕр ĕҫченӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ[2]. Шкулӑн ҫичӗ классне пӗтернӗ.
1921—1925 ҫулсенче Петроградра (хальхи Санкт-Петербург) тиевҫӗ пулса ĕҫленӗ.
1925 ҫулта Хӗрлӗ Ҫарта хӗсмете тӑнӑ. Артиллерире хӗсмет иртнӗ. Мускаври кӗҫӗн командирсен шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. 1929 ҫулта ВКП(б) йышне кӗнӗ[1].
1927 ҫултан 1938 ҫулччен 108-мӗш артиллери полкӗнче хӗсмет тӑнӑ. 1938 ҫулта Инҫет Тухӑҫа куҫарнӑ, унта дивизион штаб пуҫлӑхӗ, дивизион командирӗ тата 284-мӗш артиллери полкӗн командирӗн ҫумӗ пулса хӗсмет тунӑ. 1939—1941 ҫулсенче Анăç Беларуҫре, Анăç Украинӑра хӗсмет тунӑ, совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ[1].
1943 ҫулта Бронницы хулинчи аслӑ офицерсен артиллери шкулӗн кӗске курсне вӗренсе пӗтернӗ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче — 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа. Тӗп фронтра, Беларуҫ фронтӗнче тата 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Ураран йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн виҫӗ уйӑх госпитальте сипленнӗ[1].
1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне Андрей Григорьевич Ерошкин майор 8-мӗш гварди ҫарӗн 4-мӗш артиллери корпусӗн 5-мӗш артиллери дивизийӗн 9-мӗш гаубица артиллери бригадин 876-мӗш гаубица артиллери полкӗн командирӗ пулнӑ[1].
Брест-Люблин операцийӗ вӑхӑтӗнче уйрӑмах палӑрнӑ. Унӑн полкӗ Миляновичи ялӗ (Волынь облаҫӗн Тури районӗ) патӗнче хӳтӗлӗхе татса кӗнинче, Гуща ялӗ (Волынь облаҫӗн Любомль районӗ) патӗнче Анăҫ Буг юханшывӗ урлӑ каҫнинче тата сылтӑм ҫыранӗнче плацдарм ҫирӗплетнипе анлӑлатнинче хутшӑннӑ. Полк юханшыв патне пӗрремӗш ҫитнӗ, ҫавӑнпа та тӑшман авиацийӗ ҫӗкленсе ҫапма пуҫласан та каҫма пӑрахман. Савин хулишӗн ҫапӑҫнӑ чухне Ерошкин хулана пӗрремӗш кӗнӗ те тӑшмана пеме пуҫланӑ. Хулана ирӗке кӑларсан, тӑшмана Сычин ялӗ таран хӗснӗ, ҫакӑнта вӑл тӑшман обозне тыткӑна илнӗ[1].
1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен 22-мӗшӗччен полк вӑл ертсе пынипе 250 ытла тӑшман салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ, темиҫе ДЗОТ тата артиллери батарейине пӗтернӗ, стрелоксен пайӗсене 150 ҫухрӑм ытла тарӑнӑшпа малалла куҫма пулӑшнӑ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе нимӗҫсемпе ҫапӑҫура кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн, тӗлӗнмелле хӑюлӑхшӑн Андрей Григорьевич Ерошкин майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (№ 3116) панӑ[1][2].
Каярах А.Г. Ерошкин Польшӑна иртсе кайнӑ, Вислапа Одер юханшывӗсем урлӑ каҫнӑ. Юлашки ҫапӑҫу 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленнине Берлинра кӗтсе илнӗ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарта хӗсмет тӑвас тӗлӗшпе малалла тӑрӑшнӑ. 370-мӗш Берлин Хӗрлӗ Ялавлӑ артиллери полкне ертсе пынӑ. 1950 ҫулта Ленинградри аслӑ артиллери полк командирӗсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулта сывлӑх тӑрӑмӗпе подполковник званипе запаса тухнӑ. Мускав облаҫӗн Раменски районӗнчи Быково паççулкинче пурӑнса ĕҫленӗ. Паççулка Совечӗн депутачӗ пулса нумай хут суйланнӑ[2].
1972 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче (тепӗр тӗрлӗ хыпарпа, 26-мӗшӗнче) ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Мускав облаҫӗн Раменски районӗнчи Островцы ялӗнче пытарнӑ[1][2].
Хисепӗсем
Астӑвӑм
- А. Г. Ерошкинӑн ятне Раменски хулинчи Çӗнтерӳ лапамӗнчи Паттӑрсен аллейинче ылтӑнпа ҫырса хунӑ[2].
- Санское ялӗнчи тулли мар вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ.
- Тӑван Санское ялӗнче ӑна асӑнса мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Ерошкин Андрей Григорьевич «Паттӑрсем патшалӑхӗ» сайтӗнче
- Ерошкин Андрей Григорьевич «Рязань облаҫӗн Асӑну кӗнеки» сайтӗнче