Жаров Алексей Викторович

Жаров Алексей Викторович (1980 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ, Лысьва[d], Пермь облаҫӗ1999 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Чечен Республики) — Раҫҫей ҫар ҫынни, 27-мӗш гварди мотострелоксен дивизин 506-мӗш гварди мотострелоксен полкӗн отделени командирӗ, гварди рядовой. Ҫурҫӗр Кавказри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2000, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1980 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Пермь облаҫӗнчи Усолье районӗнчи Лысьва ялӗнче ҫуралнӑ. Пыскор вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, строительство техникумне вӗренме кӗнӗ, трактористсен курсне пӗтернӗ.

1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне хӗсмете илнӗ.

1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Дагестанпа Чечен республикисен ҫапӑҫусен зонине янӑ.

1999 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче ҫӗрле Терек ту хырҫинче боевиксен позицийӗсене илнӗ чухне полк подразделенийӗсем ту сукмакӗсем тӑрӑх йывӑр хӗҫпӑшалсӑр-мӗнсӗрех тӑшманӑн хӳтӗлев рубежӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Гварди рядовой Алексей Жаров чи малтан тӑшман позицине ҫӗмӗрсе кӗнӗ, тӑватӑ боевика автоматран персе вӗлернӗ, ҫакна пула тӑшман аптӑраса ӳкнӗ, Раҫҫей салтакӗсен подразделенийӗ ӑнӑҫлӑ тапӑннӑ. Тӑшман пульли лексе аманнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ: боевиксен позицийӗсене шалалла кӗнӗ чухне батальон командирне пулемёт вутӗнчен хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ, хӑйӗн пурӑнӑҫӗн хакӗпе командира ҫӑлса хӑварнӑ[1].

Тӑван ялӗнче пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Усолье районӗнчи Пыскор ялӗнчи тата Лысьва посёлокӗнчи урамсене А. В. Жаров ятне панӑ;
  • 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен палӑкне уҫнӑ;
  • Паттӑр ячӗпе Лысьвари шкулӑн (хупӑннӑ) тата Пыскор вӑтам шкулӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мешӗнче Березники хулинчи 8-мӗш вӑтам шкул ҫурчӗ сине асану хами вырнастарнӑ;
  • А. В. Жаров ятне Самарти Атӑлҫи-Урал ҫар округӗн(выр.)чăв. офицерсен ҫурчӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ Паттӑрсен асӑну стели ҫине ҫырса хунӑ;
  • 2019 ҫулта Лысьва поселокӗн администрацийӗн ҫурчӗ ҫине Паттӑр ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • Пыскор вӑтам шкулӗнчи музейра А. Жарова халалланӑ экспозици йӗркеленӗ. Березники хулинчи 8-мӗш вӑтам шкулӗнче ҫак экспозицин электронлӑ варианчӗ пур[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 11 июня 1980 года родился Жаров Алексей Викторович (Герой России Посмертно)(паллӑ мар). kulturamgo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ Ценою своей жизни спас командира батальона (Вячеслав Чешский) (2020-11-06). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ Жаров Алексей Викторович (выр.). Общественный проект ПФО «Герои Отечества». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем