Железнов Сергей Александрович

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1972 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Смоленск хулинче ҫуралнӑ. Вырӑс.

Смоленскри 30-мӗш вӑтам шкулти сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Смоленск электронлӑ приборсен техникумӗнче вӗреннӗ, хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ. 1997 ҫулта Мускав энергетика институчӗн Смоленскри филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ, «Техника тытӑмӗсен автоматики тата управленийӗ» специальноҫпа инженер квалификацине илнӗ.

1997 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин Смоленск облаҫӗнчи управленийӗн контрразведка подразделенийӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1999 ҫулта Раҫҫей ФХС академинчен вӗренсе тухнӑ.

Чечен Республикинчи терроризма хирӗҫле ятарлӑ операцие 25 ытла хутчен хутшӑннӑ.

2002 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Чечен Республикинчи терроризма хирӗҫле операци(выр.)чăв. ирттернӗ май ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ.

Смоленск облаҫӗн Смоленск районӗнчи Печерск пытарнӑ[1].

Паттӑрлӑх

2002 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Сергей Железнов капитан ертсе пыракан тӑватӑ ҫынран тӑракан ушкӑн Чечен Республикин Введенски районӗн территорийӗнче служба задачисене пурнӑҫлама ҫӑмӑл автомашинӑпа тухса кайнӑ. Палӑртнине пурнӑҫласан каҫхи вӑхӑтра Первомайскине таврӑннӑ.

Ҫул ҫинчи участоксенчен пӗринче боевиксем автоматсемпе гранатомётсенчен вӑйлӑ пеме тытӑннӑ. Виҫҫӗшне вӗлернӗ. Железнов капитан вӑрттӑн информациллӗ документсене ҫунтарса янӑ. Унтан, хӑйне тыткӑна илме хӑтланакан ҫывхарса килекен боевиксенчен пере-пере, федераллӑ вӑйсен ҫывӑхри блокпосчӗ еннелле чакма пуҫланӑ. Капитана темиҫе хутчен те урисене лектерсе амантнӑ, тыткӑна лекме пултарассине ӑнланса Железнов хӑйне гранатӑпа сирпӗтнӗ[1].

Хисепӗсем

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2002 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Железнов Сергей Александрович капитана Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн) ятне панӑ.

Астӑвӑм

  • Смоленск хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 30-мӗш вӑтам шкула Сергей Железнов ятне панӑ[2];
  • 2012 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми(выр.)чăв. вырнаҫтарнӑ[3].

Темӑпа ҫыхӑннисем