Жидков Дмитрий Васильевич
Жидков Дмитрий Васильевич — (1981 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Чулхула — 2005 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ, Харачой[d], Чечен Республики) — Раҫҫей ҫар ҫынни, сывлӑш десант ҫарӗсен гварди капитанӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1981 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшенче Чулхулара ҫуралнӑ.
1998 ҫулта Чулхулари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 150-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1998—2003 ҫулсенче Рязань гварди сывлӑш десант аслӑ команда училищинче(выр.)чăв. вӗреннӗ, вӗренсе пӗтерсен сывлӑш десант ҫарӗсен 45-мӗш уйрӑм разведка полкне, ятарлӑ тӗллевлӗ разведка ушкӑнӗн командирӗн ҫумӗ пулса ӗҫлеме янӑ[1].
2004 ҫулта Чечен Республикинче нумай вӑхӑт командировкӑра пулнӑ. Паттӑрлӑх орденӗпе(выр.)чăв. чысланӑ, аслӑ лейтенант ҫар званине панӑ, разведка ушкӑнӗн командирӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чечен Республикине иккӗмӗш командировкӑна янӑ. Гварди капитанӗ ҫар званине панӑ.
2005 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Чечняри Ведено районӗнчи Харачой ялӗнче Жидков капитан ертсе пыракан ушкӑн боевиксен базине тупнӑ. Боевиксене базӑран кӑларса ҫапнӑ, ҫухатусем кӳнӗ. Каялла чакакансене йӗрленӗ чухне Дмитрий Жидков сирпӗтекен хатӗр ҫине лексе йывӑр аманнӑ — икӗ урине те амантнӑ. Ҫапах подразделение ертсе пынӑ, артиллери вутне хӑй тӗллесе тӑнӑ. Ҫав ҫапӑҫура тӑшманӑн хӗҫпӑшалне, ҫар хатӗрӗсене тата ытти хатӗр-хӗтӗрне нумай туртса илнӗ, 7 боевика тӗп тунӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне — Жидков капитан. Сурансене пула госпитале ҫитериччен юн нумай ҫухатнипе вилнӗ. Ун ушкӑнӗнче вилнисемпе аманнисем тек пулман.
Чулхулара «Хурӑн варӗ» масарта пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе Ҫурҫӗр Кавказ регионӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн;
- Паттӑрлӑх орденӗ.
Астӑвӑм
- 2006 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Паттӑр вӗреннӗ Чулхулари 150-мӗш вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1]. 150-мӗш шкула хупнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ асӑну хӑмине 2011 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Чулхулари 109-мӗш вӑтам шкулта уҫнӑ[2];
- 2017 ҫулта Александр Невский ячӗллӗ Православи гимназийӗнче асӑну хӑми уҫнӑ[3];
- 2009 ҫулта Раҫҫей Паттӑрӗн Дмитрий Жидковӑн ятне Чулхулари сквера (Мускав ҫулӗ, 177) пама йышӑннӑ[4];
- 2017 ҫулта Жидков ятне 109-мӗш вӑтам шкула панӑ[5];
- 2018 ҫулта Дмитрий Жидков ятне Чулхула хулин Совет районӗнчи Лобачевский ячӗллӗ университетран инҫех мар урама панӑ[6];
- 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Дмитрий Жидков ячӗллӗ 109-мӗш шкулти стена ҫинче Раҫҫей Паттӑрӗн сӑнне ӳкернӗ. Ӑна «Социаллӑ граффити» проект шучӗпе Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе ӳкернӗ[7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 В Н.Новгороде на здании школы №150 будет открыта мемориальная доска герою РФ Жидкову, погибшему при исполнении воинского долга в Чечне. НТА-Приволжье (15 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Вера Аркадьева. Доска забвения. Газета «Нижегородские новости» (26 авӑнӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ В День знаний Герои Советского Союза и Российской Федерации провели «Урок мужества» для воспитанников Нижегородского кадетского корпуса ПФО им. генерала армии В.Ф.Маргелова. pfo.gov.ru (1 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Два нижегородских сквера будут переименованы в честь Героев России, погибших при исполнении. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
- ^ Школе № 109 в Канавинском районе Нижнего Новгорода присвоено имя Героя России Дмитрия Жидкова. nta-nn.ru. ИА «НТА Приволжье» (19 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Новой улице в Советском районе присвоено имя российского десантника - Героя Российской Федерации Дмитрия Васильевича Жидкова (выр.). www.gordumannov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
- ^ Портрет Героя России появился на стене нижегородской школы. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.