Жолдинов Жантас Бахитжанович

Жолдинов Жантас Бахитжанович (1976 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Домбаровка районӗ[d], Ӗренпур облаҫӗ1996 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ, Грозный) — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗпӗр округӗн шалти ӗҫсен ҫарӗсен пӗрлештернӗ полкӗн стрелокӗ, рядовой. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1976 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Ӗренпур облаҫӗн Домбаровка районӗнчи Хӗрлӗ чабан посёлокӗнче ҫар ҫынни ҫемьинче ҫуралнӑ. Казах.

Шкул пӗтерсен «Хӗрлӗ чабан» совхозра тӗрлӗ ӗҫ тунӑ, ҫав шутра комбайнпа та вӑй хунӑ.

1994 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Домбаровка райвоенкомачӗ ҫар хӗсметне чӗнсе илнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗпӗр округӗн шалти ӗҫсен ҫарӗсенче хӗсмет ирттернӗ. Пӗрлештернӗ полк йышӗнче Пӗрремӗш чечен вӑрҫине(выр.)чăв. хутшӑннӑ.

1996 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче Жолдинов рядовой кӗнӗ хӳтӗлекен ушкӑн мирлӗ ҫыннсем хуларан тухмалли коридора сыхласа тӑнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ушкӑна боевиксен йышлӑ вӑйӗ тапӑннӑ. Перкелешӳре Жолдинов пилӗк боевика тӗп турӗ, юлташӗсен вутне тӳрлетсе-тӗллесе тӑнӑ. Отрядри икӗ ҫар ҫынни аманнӑ, унтан Жолдинова та лектернӗ, унӑн урисене амантнӑ. Ҫапах та вӑл пеме чарӑнман. Отряда тӑшман хупӑрласа илес хӑрушлӑх тухса тӑнӑ, Жантас Жолдинов хӑй ирӗкӗпе чакакан юлташӗсене хӳтӗлеме килӗшнӗ. Юн юхтараканскер, вӑл тӑшмана боеприпассем пӗтичченех персе тӑнӑ, унтан штык-ҫӗҫӗпе ҫапӑҫнӑ. Боевиксем Жантаса ҫывӑхран тӳртен персе пӑрахнӑ.

Хисепӗсем

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнчи 84-мӗш хушӑвӗпе Жантас Бахитжанович Жолдинова Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн).

Астӑвӑм

  • Раҫҫей ШӖМӗн 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчи 67-мӗш хушӑвӗпе Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗпӗр округӗн шалти ӗҫсен ҫарӗсен 5427-мӗш номерлӗ чаҫӗн йышӗн списокне яланлӑха кӗртнӗ.
  • Новосибирскра РФ Шалти ҫарсен Ҫӗпӗрти регион управленийӗн ҫурчӗ умӗнче Жолдиновӑн асӑну паллине вырнаҫтарнӑ. Унӑн ятне ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисене чысласа лартнӑ Мемориал ҫинче ҫырса хунӑ.
  • Жантас Жолдинов ятне Хӗрлӗ чабан посёлокӗнчи пӗр урама панӑ.
  • Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗнче посёлокра Раҫҫей Паттӑрне асӑнса волейбол турнирӗ ирттереҫҫӗ.
  • Орскри 5-мӗш шкул Жантас Жолдинов ячӗпе хисепленет.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Золотые звёзды Оренбуржья: биографический справочник / В. П. Россовский; ред. Е. А. Урбанович; рец. У. А. Батыров, Н. М. Румянцев. — изд. 2-е, перераб. и доп. — Оренбург: ИПК «Южный Урал», 2005. — С. 266—267. — 595 с. — ISBN 5-94461-009-3.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем