Жуков Александр Петрович (спасатель)
Жуков Александр Петрович (спасатель) — (ҫур. 1959 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ, Коммунар[d], Донецк облаҫӗ[d]) — Раҫҫей ҫар ҫӑлавҫи, полковник, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
ДОСААФ(выр.)чăв.1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Украин ССРӗн Донецк облаҫӗнчи Коммунар посёлокӗнче ҫуралнӑ. Ача чухне ҫемйипе Орёл облаҫне(выр.)чăв. куҫса кайнӑ. Знаменскри шкул-интернатра, авиаклубӗнче вӗреннӗ. Ҫар хӗсметне вӗҫлесен Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен ретӗнче Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче парашютсене тирпейлекен пулса юлнӑ. Экстерн мелӗпе ҫар училищинче, ҫавӑн пекех П. Ф. Лесгафт ячӗллӗ Ленинград физкультура институчӗ(выр.)чăв. ҫумӗнчи тренерсен шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ.
1994 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Ҫурҫӗр Кавказ ҫар округӗн(выр.)чăв. авиаци управленийӗн парашютпа десант хатӗрленӗвӗн тата шырав-ҫӑлав службин пуҫлӑхӗ пулса пӗрремӗш чечен вӑрҫин(выр.)чăв. ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ. Вӑл персе антарнӑ самолётсемпе вертолётсен экипажӗсене шырама, ҫӑлса хӑварма, Раҫҫей ҫарӗсен ушкӑнӗсемпе подразделенийӗсене эвакуацилеме, аманнисене ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухма темиҫе теҫетке хутчен боевиксен тылне кайнӑ.
Спорт мастерӗ, пысӑк класлӑ парашютист. Парашютпа 6500 ытла хутчен сикнӗ, Раҫҫей ҫарӗнчи мӗнпур парашют тӗсне алла илнӗ, вуншар пысӑк класлӑ специалист хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ парашют тӗсӗсене тӗрӗслеме явӑҫнӑ, ҫав шутра чи пӗчӗк ҫӳллӗшсенчен хӑйне евӗрлӗ сикнисем те пулнӑ.
1999 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен иккӗмӗш чечен вӑрҫин(выр.)чăв. ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ, тӑватӑ ҫул каяллахи тӗллевсенех пурнӑҫланӑ. Сӑмахран, 1999 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Серноводское(выр.)чăв. станица патӗнче тӑшман хупӑрланӑ 11 ҫар ҫыннине асӑрханӑ та вӗсене пӗр ҫухатусӑр вертолётсемпе эвакуациленӗ.
3-мӗш мотострелоксен дивизийӗн 752-мӗш стрелоксен полкӗн разведчикӗсене ҫӑлни
2000 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Жуков подполковник 3-мӗш мотострелоксен дивизиийӗн 752-мӗш полкӗн хупӑрласа илнӗ разведушкӑнне ҫӑлас енӗпе шырав-ҫӑлав операцине ертсе пынӑ[1]. Аргун ту хушӑкӗнчи(выр.)чăв. Харсеной(выр.)чăв. ҫывӑхӗнче разведчиксем засадӑна лекнӗ, йывӑр аманнисем виҫҫӗн пулнӑ, вӗсене боевиксем йӗрлесе хӑваланӑ. Жуков Ми-8(выр.)чăв. транспортпа ҫар вертолёчӗсен ушкӑнне Ми-24(выр.)чăв. вертолётсемпе хӳтӗлесе ушкӑн тӑракан вырӑна илсе тухнӑ[2]. Разведчиксем хӑйсене хупӑрласа илнӗ боевиксемпе ҫапӑҫнӑ пулин те, Жуков ҫӑлав операцине пуҫланӑ, ӑна йӗркелеме лебёдкӑпа хӑй те ҫӗр ҫине аннӑ. Анчах йывӑр аманнӑ пӗрремӗш салтака борт ҫине лебёдкӑпа хӑпартнӑ вӑхӑтра вертолёта пулемётсенчен персе темиҫе хут та лектернӗ. Вертолёт пӗтесрен сыхланса, Жуков операцие чарма хушнӑ, хӑй алла пӑшал тытса разведчиксемпе пӗрлешсе ҫапӑҫма пуҫланӑ[3].
Таврари боевиксене перекен вертолётсен вутне тӳрлетӳсем кӗртсен, Жуков ертсе пыракан ушкӑн тӑшман ункинчен тухса кайма пултарнӑ. Ушкӑнӑн боевиксенчен хӑпма май килнӗ, тепӗр кунне, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, вертолёт чӗнсе янӑ — вертолёт каллех ҫитнӗ. Хальхинче пурне те тенӗ пекех эвакуацилеме май килнӗ. Анчах вертолётсен кӗрлевӗ тӑрӑх боевиксем эвакуаци вырӑнне палӑртнӑ та каллех разведчиксене тапӑннӑ. Ҫӑлавҫӑ Ми-8 вертолётсем иккӗшӗ те вут айне лекнӗ, вӗсем ӳкес хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Летчиксемпе разведчиксене ҫӑлас тӗллевпе Жуков вертолётсене васкавлӑн кайма команда панӑ, хӑй каллех транспорт ҫар вертолёт полкӗн ҫӑлав службин офицерӗпе, Анатолий Могутнов капитанпа тата юлашки юлнӑ разведчикпа, Дмитрий Бегленко сержантпа ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ. Пӗрле вӗсем тӑшман ункинчен тухма хӑтланнӑ, анчах виҫҫӗшӗ те йывӑр аманнӑ, вӗсене тыткӑна илнӗ[4][3].
Чечен тыткӑнӗнче
Тыткӑнра хытӑ хӗненӗ, асаплантарнӑ. Вӗсене тыткӑна илнӗ чечен командирӗ Салаудин Тимирбулатов («Тракторист» ят илнӗскер, тыткӑна лекнӗ Раҫҫей салтакӗсене пуҫсӑрлатнӑ чухне видео ӳкерсе салатнипе палӑрнӑ) анӑҫ журналисчӗсен умӗнче Чечняри Раҫҫей политикине айӑплама[4], Раҫҫей вертолёчӗсене чӗнтермелли кодсене пама, ҫавӑн пекех ислам тӗнне куҫма ыйтнӑ. Жукова ҫак сведенисене илес тата ӑна чечен командирӗсенчен пӗрин тӑванӗпе улӑштарас ӗмӗтпе вӗлермен. Унтан ӑна Арби Бараев уй-хир командирӗн отрядне панӑ[1]. Пӗтӗмпе 47 талӑк тыткӑнра пулнӑ[3].
2000 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче тыткӑна лекнисене леш енчен тыткӑна лекнӗ боевиксемпе улӑштарма хӑтланса пӑхнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ, вара Могутновпа Суслина ҫеҫ ирӗке кӑларайнӑ[1].
Ирӗке тухни
Комсомольски(выр.)чăв.2000 ҫулхи пуш уйӑхӗнче боевиксем Жукова салине илсе ҫитернӗ. Анчах та унта боевиксен пысӑк вӑйӗсене Раҫҫей ҫарӗсем хупӑрласа илнӗ, вӗсене тӗп тумалли пысӑк операци ирттернӗ. 2000 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен пынӑ ҫӗрлехи ҫапӑҫура ялтан ункӑна татса тухма хӑтланнӑ чухне боевиксем, карнӑ е чавса хунӑ минӑсенчен шикленсе тыткӑна лекнӗскере чӗрӗ щит пулса хӑйсен умне тӑратнӑ. Хӗреслӗ вут-ҫулӑм айне лексе Жукова тӑватӑ хутчен йывӑр амантнӑ — икӗ хулпуҫҫинчен, чӗркуҫҫи чашӑкӗнчен, кӑкӑртан. Ҫавах та вӑл шывлӑ валака кӗрсе ӳкнӗ, ыратнине пӑхмасӑр кӑшкӑрса янӑ: «Ачасем, эпӗ хамӑрӑн. Жуков подполковник! Пулӑшӑр![3]» Тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ офицера госпитале илсе ҫитернӗ.
Малалли карьера
Офицер пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн Ростоври ҫар округӗн госпиталӗн врачӗсен икӗ бригади — аслӑ категориллӗ хирург Владимир Шачкин, Артём Радаев аслӑ ординатор, Сергей Соколов тата Максим Максимов хирургсем — кӗрешнӗ[5]. Малтанлӑха врачсем офицер пурнӑҫне ҫӑлма пултарасса ӗненмен пулин те, вӑл чӗрӗлнӗ кӑна мар, пӗрмай тренировкӑсем туса ӳт-пӳ формипе вӑй-халне тавӑрнӑ, паракан инвалидлӑха йышӑнман, госпитальсенче 8 уйӑх сипленнӗ хыҫҫӑн ҫар ретне таврӑннӑ.
Чӑтса ирттернӗ операцисем хыҫҫӑн Жуков тӑна кӗрсенех, эпӗ ӑна Ханкалари(выр.)чăв. уй-хир госпиталӗн реанимаци уйрӑмне ҫитсе куртӑм. Офицер питӗ вӑйсӑр, шуранка, анчах хӑйне маттур тытать. Раҫҫей Президенчӗн суйлавне хутшӑнма та кӑмӑл турӗ — бюллетеньне аран-аран хускалаканнисем сылтӑм аллин пӳрнисемпе хӑй тултарчӗ.Геннадий Трошев. «Моя война. Чеченский дневник окопного генерала»
2001 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Жукова Кабардин-Балкар Республикин Аслӑ сучӗ Нальчике суда чӗннӗ, унта чечен командирӗн Салаутдин Темирбулатовӑн ӗҫне пӑхса тухнӑ, шӑпах унӑн боевикӗсем Жукова тыткӑна илнӗ. Темирбулатов судра ҫынсене вӑрланипе тата вӗсене тыткӑнра тытса тӑнипе килӗшмен, ҫапах та Жуков ӑна хирӗҫлесе тӗрӗссине каланӑ[6].
2001 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Кремльте Жуков подполковника Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн Ылтӑн Ҫӑлтӑрне панӑ. Ҫав ҫулах вӑл сывалнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут парашютпа сикнӗ. 2001 ҫултанпа Жуков Ҫурҫӗр Кавказ ҫар округӗн Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче инспекцийӗнче хӗсметре тӑнӑ.
2003—2008 ҫулсенче Жуков полковник Раҫҫей Федерацин Хӳтӗлев министерстви ҫумӗнчи авиаципе космос шыравӗн Федераллӑ управленинче ушкӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Ҫар хӗсметӗнчен кайсан «Транснефть» ПАО шутӗнчи уйрӑм организаци шутланакан «НИИ Транснефть» тулли мар яваплӑхла обществӑра вӑй хунӑ.
Ҫемье
Арӑмӗ — Рита, хӗрӗ — Мария, ывӑл пур.
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2000, ҫӗртме, 7) — Ҫурҫӗр-Кавказ регионӗн территоринче террора хирӗҫ операцине ирттернӗ май харсӑрлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн[7];
- «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн(выр.)чăв. II степенӗ (1995, нарӑс, 16) — 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн;
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль(выр.)чăв. (1995, юпа, 13);
- «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медаль(выр.)чăв. (Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви);
- «Тӑнӑҫлӑх ӗҫӗ-хӗлӗшӗн» медаль.
Аставӑм
Орёл облаҫӗн Орёл районӗнчи Стрелецкий посёлокӗнчи Орёл техника колледжӗн ҫурчӗ ҫине ун ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Сергей Ищенко. «Командир, мы остаёмся, спасай ребят» (выр.). Газета «Труд» (23 пушӑн 2000). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Андрей Лун. Выжить и победить (выр.). Красная Звезда (28 юпан 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Геннадий Трошев. Моя война. — М.: ВАГРИУС, 2001. — С. 342—343.
- ^ 1, 2 Людмила Карамышева. Высокое небо (выр.). Газета «Труд» (27 раштавӑн 2001). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Людмила Карамышева. Осколок всё-таки остался (выр.). Газхета «Труд» (28 пушӑн 2000). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Людмила Карамышева. Передайте Александру: «Я молюсь за него» (выр.). Газета «Труд» (15 нарӑсӑн 2001). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента от 7 июня 2000 года
Вуламалли
- Устинов В. Обвиняется терроризм. — М.: ОЛМА-Пресс. — С. 380—382. — 416 с. — 3000 экз. — ISBN 5-224-03882-0.