Жукопа
Жукопа, — Тверь облаçĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атӑл юппи.
Тăршшĕ 96 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 1340 км2.
Юханшыв çăлкуçĕ Валдай çăртлăхĕнче, Тверь облаçĕн Нелидово районĕнчи Федоровски ял патĕнче вырнаçнă. Унтан инçех мар Мише юханшывĕн çалкуçĕ те вырнаçнă.
Çӳлти юхăмĕнче вăл 3-5 метр сарлакăш. Малтан вăрмансем урлă вăйлă авкаланса çурçĕрелле юхать. Тӳсма юхса кĕнĕ вырăнта пĕчĕк кӳлĕ урлă юхса иртет. Ун хыççăн вара юханшыв çын пурăнман вырăнсем тăрăх юхать: маларах асăннă кӳлĕпе Жукопа посёлок хушшинче 30 çухрăм тăршшĕпе никам та пурăнмасть. Ку вырăнта юханшыв 30-40 метр таран сарăлать.
Атӑла юханшыв Жукопа посёлокĕ патĕнче юхса кĕрет. Ку вырăнпа юнашар Пенопа Волго кӳлĕсем вырнаçнă.
Юханшыв вĕçĕнче тата Пено кӳлли тăрăх кимĕпе çӳреме каять.