Зека Пагодиньо

Зека Пагодинью (порт. Zeca Pagodinho, ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Жессе́ Гомес да Силва Филью; ҫур. 1959 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ[1], Рио-де-Жанейро) — Бразили юрӑҫи тата композиторӗ, самба тата пагода жанрӗсенче чи паллӑ та коммерцилле ӑнӑҫлӑ юрӑҫсенчен пӗри.

Пурнӑҫӗ

Рио-де-Жанейро хула ҫывӑхӗнчи Ирай районӗнче ҫуралнӑ, ку тӑрӑх самба йӑлисемпе паллӑ. Мӗн пӗчӗкрен юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланнӑ, сӑвӑсем хайланӑ. 1970-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче паллӑ тӗлпулусемпе самба джем-сейшенӗсене, сӑмахран, «Касике ди Рамус» клуба пӗрмай хутшӑнакан пулса тӑнӑ.

Унӑн профессиллӗ карьери 1983 ҫулта Бет Карвальпе юрӑҫ ӑна хӑйӗн альбомӗ валли «Camaro Que Dorme a Onda Leva» юрра ҫырма йыхравланипе пуҫланнӑ. Ҫав ҫулах унӑн «Zeca Pagodinho» дебютлӑ соло альбомӗ тухнӑ. Унтанпа Зека Пагодиньо 20 ытла студи альбомӗ, концертра ҫырнӑ темиҫе альбом тата DVD кӑларнӑ, хӑйӗн жанрӗнче чи нумай ӗҫлесе илекен Бразили артисчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Самбӑн йӑлана кӗнӗ ритмикине хальхи аранжировкӑсемпе тата актуаллӑ текстсемпе ҫыхӑнтарнӑран унӑн пултарулӑхӗпе чылай ҫын паллашнӑ, халӑх ӑна аван пӗлет.

2019 ҫулта «Mais Feliz» альбом кӑларнӑ. Концертсем йӗркелес ӗҫе халӗ те хастар хутшӑнать.

Ҫемье

1997 ҫултанпа Моника Силвене (порт. Mônica Silva) качча илнӗ[2]. Мӑшӑрӑн тӑватӑ ача пур: Эдуард (порт. Eduardo) тата Луис (порт. Luis) ывӑлсем, Элис (порт. Alice) тата Мария Эдуарда (порт. Maria Eduarda) хӗрачасем[3]. Ҫемье, кил вучахӗ тата туслӑх теми Пагодинью юррисен тексчӗсенче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать[3].

Дискографи (суйласа илнисем)

  • Mais Feliz (2019)
  • Deixa Clarear (2016)
  • Vida da Minha Vida (2013)
  • O Quintal do Pagodinho II (2011)
  • Vida Bonita (2009)
  • Uma Prova de Amor (2008)
  • Raridades (2007)
  • Acústico MTV: Zeca Pagodinho 2 — Gafieira (2006)
  • À Vera (2005)
  • Acústico MTV: Zeca Pagodinho (2003)
  • Deixa a Vida Me Levar (2002)
  • Zeca Pagodinho (1986)

Наградӑсемпе хисепӗсем

  • Нумай хутчен чи лайӑх юрӑҫ пулса «Troféu Imprensa» премийӗн лауриачӗн ятне тивӗҫнӗ (2003, 2004, 2005).
  • «Чи лайӑх самба» категорире «Video Music Brasil» (VMB) премийӗн ҫӗнтерӳҫи (2009).
  • «Чи лайӑх юрӑҫ», «Чи лайӑх альбом», «Чи лайӑх юрӑ» категорисенче «Prêmio da Música Brasileira» преми лауреачӗ (2009).
  • 2010-мӗш тата 2020-мӗш ҫулсенче «Multishowи» тата «Prêmio da Música Brasileira» ытти наци музыка премийӗсенче пӗрре мар номинант пулнӑ тата лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Itaú Cultural Zeca Pagodinho // Enciclopédia Itaú Cultural (порт.) — São Paulo: Itaú Cultural, 2001. — ISBN 978-85-7979-060-7
  2. ^ Zeca Pagodinho e esposa comemoram 21 anos de casamento (порт.). Revista Quem. Globo (12 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Mauro Ferreira. Zeca Pagodinho exalta família e amigos em show que será transmitido pela TV (порт.). G1. Globo (25 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем