Зубрилов Олег Виталиевич
Ҫын пирки | |
Зубрилов Олег Виталиевич | |
Çуралнă вăхăт | 12.5.1963 (61 ҫул) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
Зубрилов Олег Виталиевич (Етӗрне районӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Етӗрне районӗнчи Пушнар ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче (1985), Мускав вӑрман институтӗнче (1991) пӗлӳ илнӗ. Техникум хыҫҫӑн Иваново облаҫӗнчи Вичуга механизациленӗ вӑрман техникумӗнче (1985) вӑрман ӑсти пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне вӑрман хуҫалӑхне ӗҫлеме килнӗ: Сӑр лешъен лесничествинче вӑрман ӑсти (1985—1994), Янӑм лесничествинче лесничи пулӑшуҫи, лесничи, участок лесничийӗ (1994—2017) пулнӑ, 2017 ҫултан пуҫласа — Янӑм участок лесничествин пуҫлӑхӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2002, 2007);
- Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2005);
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти ( 2012);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2018);
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.
Вуламалли
- Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь . — Новое время, 2023. — С. 153. — 168 с.
Каҫӑсем
Категорисем:
- Ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1963 ҫулта ҫуралнисем
- Раççейре çуралнисем
- РУВИКИ:РУВИКИ.Даннӑй элеменчӗ ҫине кӑтартакан вырӑсла алӑ пусман статьясем
- РУВИКИ:Ӳкерчĕксĕр статьясем (РУВИКИ.Датӑра кăтартнă: P18)
- Пушнарта ҫуралнисем
- Етӗрне районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Первомайски вӑрман хуҫалӑхӗ
- Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗ
- Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче вӗреннисем
- Урал вӑрман институтӗнче вӗреннисем