Ильин Семён Ильич

Ильин Семён Ильич (1916 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ, Иккӗмӗш Шӑнкас, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни1989) — чӑваш архивисчӗ[1].

Кун-ҫулӗ

Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ӑна Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сахалин утравӗнчи стрелоксен дивизи полкӗн политрук ҫумӗ пулса милитаристлӑ Японипе ҫапӑҫнӑ[1].

1947 ҫулта Хабаровскри контрразведка шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑваш АССРӗн ШӖМ тата хӑрушсӑрлӑх министерствисен оперуполномоченнӑйӗ пулнӑ. 1957 султанпа Чӑваш АССР ШӖМӗн Архив пайӗн аслӑ инспекторӗ пулса ӗҫленӗ[2].

1963 ҫулта микрофотокопилекен тата архив хучӗсене реставрацилекен лабораторине йӗркелес енӗпе тӑрӑшнӑ[1].

Хисепӗсем

  • «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[2];
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль[2];
  • «Ӗҫри хастарлӑхшӑн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа» медаль[2];
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль[2];
  • РСФСР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Тӗп архив управленийӗн Хисеп хучӗ[2];
  • Профсоюзӑн Тӗп комитечӗн Хисеп хучӗ[2];
  • Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ[2];
  • Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Архив управленийӗн Хисеп хучӗ[2];
  • «Соцӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 189–190. — 505 с.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 189–190. — 505 с.
  • Е. А. Андреева и др. Архивное дело Чувашской Республики в лицах / Казеева С. А.. — ГАЭД ЧР, 2004. — 212 с.

Каҫӑсем