Инди чӗрӗпӗ[1] (лат. Paraechinus micropus) — пушхирти чӗрӗпсен пӗр тӗсӗ. Ҫурҫӗр-Анӑҫ Индипе Пакистанӑн пушхир е ҫурма пушхир тӳремӗсем тӗл пулать. Асӑннӑ тӗсе тӗл пулнӑ чухне 2 % чухне кӑна ҫакӑ ту-сӑртлӑ вырӑнта пулса иртнӗ, апла пулин те ку шыв ҫӑлкуҫӗ ҫумӗнчи вырӑн пулнӑ. Йывӑҫсемпе тӗмсем ҫитӗнекен вырӑнсенчи хӑйӑрлӑ тата ҫурма хӑйӑрлӑ тӑпрасене кӑмӑллать. Ҫитӗнсе ҫитнисен кӗлетке тӑршшӗ 12,5-17,7 см, вӗсен йывӑрӑшӗ 300—400 г. Йӗпписем ҫутӑ-хӑмӑр, урисем тӗксӗм тӗслӗ. Пичӗ ҫинче хура маска пур, ҫамкине шурӑ-кӑвак тӗслӗ, ун ҫинче шурӑ тӗслӗ йӑрӑм лайӑх палӑрать. Ку тӗс сайра тӗл пулать, ӑна пит сахал тӗпченӗ. Ҫак тӗмӗсемпе ӳсентӑрансем ҫумӗнче пулма тӑрӑшать: Heliotropium strigosum, Lasiurus scindicus; Dichoma tomentosa, Cenchrus setigerus, Cencrus ciliaris, Saccharum griffithii, Panicum turgidum, Launnea nudicaulis тата Saccharum spontaneum.