«Интернационале» Милан футбол клубĕ, çаплах тăтăшах кĕскен «Интер» теççĕ (итал.«Football Club «Internazionale» Milano») — чи нумай титуллă, Миланра (Ломбарди) вырнаçнă тата А серийĕниталфутбол клубĕсенчен пĕрри. Клуб тĕсĕсем — хура тата синкер. Клубăн титуллă спонсорĕ — «Pirelli» компани.
«Интер» — Италири хăй йĕркеленнĕренпе нихçан та çĕршывăн çӳлти дивизионĕнчен пĕртте тухса ӳкмен пĕртен-пĕр команда. «Интер» — çаплах Италире «Милан» хыççăн хăй çуралнăранпа 2 çултан чемпионата 1909/10 сезонĕнче выляса илнĕ иккĕмĕш команда,.Милан çакна 1900/01 сезонĕнче çитнĕ.
«Интер» итал клубĕсенчен пĕрремĕш сезонри абонементсене хута кĕртнĕ. 1885 çулхи утăн 30-мĕшĕнче «Интер» итал клубĕсенчен пĕрремĕш хăйĕн тетелри сайтне уçать. 2000 çулхи авăнăн 20-мĕшĕнче клубăн Inter Channel телеканалĕ ĕçлеме тытăннă.
«Интер» 30 наци трофейне çĕнтерсе илнĕ, Итали чемпионатĕнче 18 хутчен çĕнтернĕ, Итали кубокне 7 хутчен тата Итали Суперкубокне 5 хутчен тивĕçнĕ. 2006 – 2010 çулсенче клуб пиллĕк скудеттăра умлă-хыçлă мала тухнă.[1] Вăл Чемпионсен лингиоче виççĕ хутчен, иккĕ çул умлă-хыçлă (1964 тата 1965 çç.), кайран 2010 çулта çĕнтернĕ. Клуб çаплах 3 УЕФА Кубокне, 2 Континентсем хушшинчи Кубока тата пĕр ФИФА тĕнчери клуб чемпионачĕн кубокне çĕнтерсе илнĕ.
«Интерăн» президенчĕ — Эрик Тохир. Интер тĕнчери чи хаклă футбол клубĕсем хушшинче.