Ичĕк

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ичĕк. Хусан Кремлĕнчи сувенирсен лавккинчен

Ичĕк — атă евĕрлĕ çӑмăл атă-пушмак. Чылай енчен чăлхана та аса илтерет. Анчах та ичĕке çыхса мар, сăранран тăваççĕ.

Ах, турă, тупата,
Ик урара çăпата.
Çăпата мар, ичĕк —
Манăн савни çиччĕ.

Филологи ăславĕсен докторĕ И. Г. Добродомов прахвиссăр çырнинчен[1]:

<Куçару: Вырӑс чӗлхинче паянхи кунчченех, унчченхи вырăс-пăлхар çыхăнăвĕсене астутарса тăракан тата кĕлесĕр çăмăл атта палăртакан сăмах пур — и́чиги е ичи́ги. Паянхи чăваш чĕлхинче ĕнтĕ халĕ ку авалхи пăлхар сăмахĕ çук; ăна пăлхарсен урăх калаçăвĕнчи атă сăмах хĕссе кăларнă. Ичиг тата атă сăмахсем пăлхарсен тĕрлĕ калаçăвĕсенчен сиксе тухнă, çавах вĕсен несĕлĕ пĕрре — авалхи тĕрĕклĕхри этик, вăл тутарсемпе пушкăртсенче «итек» пек, нухайсенче «этик» пек сыхланнă. Тĕрлĕрен историлле фонетикăлла улшăнусене пула этик пăлхарсен тĕрлĕ диалекчĕсенче пулнă: атă (чăваш чĕлхинче халь те пур) тата ичиг (чăвашсен çук, анчах вырăс чĕлхинче пăлхар-вырăс çыхăнăвĕсен палăкĕ пек юлнă)>

  • Ичиги // Товарный словарь / И. А. Пугачёв (главный редактор). — М.: Государственное издательство торговой литературы, 1957. — Т. III. — Стб. 149—152
  • Обнорский Н. П. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  • С.Н. Шитова, тәрж. М.В. Хәкимова Ситек // Башҡорт энциклопедияһы — Өфө: «Башҡорт энциклопедияһы» ғилми-нәшриәт комплексы, 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-143-9.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Добродомов И.Г.Бродячие слова // Русская речь. — 1971. — №1. — с. 129–137.