Йыт çĕмĕрчĕ , (лат.Frangula alnus), (Rhamnus frangula) — йывăç евĕр тĕм е лутра йывăç, 7 м таран.
Латинла ячĕ frangere — хуç глаголпа çыхăннă. Ăна йывăç çăмăллăн хуçăлнипе çавăн пек ят панă. ,
Йывăç вуллипе турачĕсем тĕттĕм хăмăр. Хупă айĕнче хĕрлĕ тĕслĕ слой пур.
Çулçисем елипс формиллĕ, 4-10 см тăршшĕ.
Чечекĕсем 2-3,5 мм тăршшĕ, хитре мар.
Чечек формули: [1]. Çимĕçĕ — 8—10 мм диаметрлă шар евĕрле. Ăшĕнче 3 сарă симĕс çаврака-виçкĕтеслĕ шăмăллă. Пиçсен тĕттĕм кăвак хура тĕслĕ. Çырлисем наркăмăшлă, анчах кайăксем вĕсене тăрăшсах çиеççĕ.
Халăх медицининче хуппипе çырлисене усă кураççĕ. Официаллă медицина (Cortex Frangulae) хуппине усă курать, анчах малтан е 1 çулталăк упрамалла, е 1 сехет 100 °C хĕртмелле.
Çемçе йывăçĕ çăмăлăн çурăлать, касакансем усă кураççĕ. Танăçлăхĕ пĕчĕк пулнипе унтан хура е тĕтĕмлĕ тар валли йывăç кăмрăкĕ тăваççĕ [4].
Вĕлле хурчĕсем йыт çĕмĕрчĕ çинче нектарпа пыльца пуçтараççĕ. Гектартан 35 ег таран. Хăшпĕр вăрмансенче тĕп пыл ӳсентранĕ пулса тăрать.[5].
Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. . — М.: Т-во науч. изд. КМК, Ин-т технолог. иссл. — Т. 2. Покрытосеменные (двудольные: раздельнолепестные). — С. 545. — ISBN 9-87317-128-9.