Кавăрма

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Кавăрма
Пĕр çăмартапа пĕçернĕ копривçен кавăрми; пĕр стакан айран тата çăкăр.
Пĕр çăмартапа пĕçернĕ копривçен кавăрми; пĕр стакан айран тата çăкăр.
наци кухнисене кĕрет
пăлхар, балкан, гагауз
Компонентсем
Кирлисем сысна ашĕ тата/е чăх ашĕ, сухан, чабер, пăрăç хутаçĕ, томат, эрех, кăмпа,
Май пуррисем хĕрлĕ/хура пăрăç, тăвар, техĕмсем
Пĕрпек çимесем

Кавăрма (балкан кухнин çими, ытларах Турцире Пăлхарире кăмăллаççĕ. Сĕтел çине вĕрилле те, сивĕлле те параççĕ. Çапла ĕнтĕ, чăнах та, икĕ тĕрлĕ çиме пулать.

Тĕрлĕрех çимесем

Вĕри кавăрма

Вĕри кавăрма çуллă яшка е шаркку тутиллĕ пулать. Тĕп ингредиентсем, чи малтанах, какай, малтан ăшалаççĕ, кайран тăм куршакра е кастрюльте пĕçерсе çитереççĕ[3].

Хăш регионра хатĕрленипе уйрăм пулсан та, çак çимене тăтăшах сысна ашне тата/е чăх ашне, сухан, чабер, пăрăç хутаçне, помидорсене, эрех, кăмпасем, хĕрлĕ тата хура пăрăçа, тăвар яраççĕ. Молдавири бессараб пăлхарĕсем, Украина пăлхарĕсем кавăрмана пачах урăхла тăваççĕ. Молдавире, сăмахран Бессарабире, кавăрмана сурăх е така какайăнчен пеçереççĕ. Украинăра путек ашĕнчен тăваççĕ. Кавăрмана урамри пысăк казанра уçă çулăм çинче пĕçереççĕ, хура пăрăç, хĕрлĕ пăрăç тата урăх техĕмсене тутине астивсе хушаççĕ. Тăтăшах ватă сурăха та пусаççĕ. Ашне шăмаран уйăраççĕ. Какай пиçсе çитичченех чылай вăхăт пĕçерме тивет. Çак çиме питĕ тутлă, калориллĕ шутланать.

Сивĕтнĕ кавăрма

Аш-пăш хатĕр пулсан, çăвĕ çăралма тытăнать, çукан оранж тĕсне илме пуçлать те авăртнă хĕрлĕ пăрăç пекех пулса каять. Çак хутăша сурăхăн темиçе хутчен типтерлĕ çуса тасатнă хырăмлăхне чикеççĕ. Çапла вара сурăх хырăмлăхĕ шала вĕретнĕ çупа тата юрмасемпе техĕмленĕ аша хураççĕ, хыççăн сивĕнмешкĕн тата формăна илмешкĕн пусарса хураççĕ. Сивĕтнĕ кавăрмана вăтам сийсемпе касса сĕтел çине параççĕ.

Тепĕр вариант: казанра пĕçернĕ хыççăн шăммисене кăлараççĕ те формĕсене яраççĕ, унта вара апат-çимĕç сивĕнет. Çакнашкал мелпе консервацилеççĕ — кавăрма (каурма) сивĕтĕше хумасăрах, сăмахран, нӳхрепре е урăх сивĕ çĕрте, темиçе эрне упранать. Сивĕ кавăрмана тăтăшах пасарта сутаççĕСальтисон пекрех çак кавăрмана çатма çинче ăшăтса çиме те юрать.

Çав. пекех

  • Говурма — аш-какайпа пахчf-çимĕçе плов тумашкăн Кавказри пек ăшалани, кавăрма евĕрлискер.
  • Куурдак — Вăтам Азири вариант
  • Шăрттан — чăваш кухнинчи çиме.

Асăрхавсем