Кадыков Михаил Иванович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Кадыков Михаил Иванович
Çуралнă вăхăт 2.2.1952(1952-02-02) (72 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер

Кадыков Михаил Иванович (Хурмал, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1952 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Йӗпреҫ районӗнчи Хурмал ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1978), Мари патшалӑх политехника институтне (1996) вӗренсе пӗтернӗ. 1978 ҫултанпа Йӗпреҫ вӑрман хуҫалахӗнче вӑй хунӑ, ҫав шутра 1989 ҫултанпа Хумри Выҫли лесничествин лесничийӗ пулса.

Йӗпреҫ районӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. 1983 ҫулта унӑн ятне Йӗпреҫ вӑрман комбиначӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2002);
  • «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче нумай ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.

Вуламалли

  • Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 133. — 168 с.

Каҫӑсем