Карл кӗперӗ

Карл кӗперӗ (чех Karlův most) — Прагӑри Мала Странапа Старе Место историллӗ районсене ҫыхӑнтаракан вӑтам ӗмӗрсенчи Влтава юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер. Кӗперӗн тӑршшӗ 520 м, сарлакӑшӗ — 9,5 м. Кӗпер хӑйӑрлӑхран тунӑ хура блоксемпе илемлетнӗ 16 хӑватлӑ арка ҫине таянать. Чул кӗпере чи малтан Прага кӗперӗ тенӗ, 1870 ҫулта официаллӑ майпа ун ятне ӑна никӗсленӗ IV Карла хисеп туса Карл кӗперӗ ҫине ылмаштарнӑ. Ӑна вӑтӑр кӳлепе илем кӳрет — ытларах енӗпе вӗсен тӗн сюжетне тӗпе хурса ӑсталанӑ.

Истори

Кӗпер Прага хулашӗпе Старе Место ятлӑ вырӑна ҫыхӑнтарать. Кӗпер урлӑ «Патша ҫулӗ» (халӗ ун урлӑ Прага марафонӗ иртет) иртнӗ. Кӗперпе хула кун-ҫулӗнчи чылай тӗп пулӑм ҫыхӑннӑ. Тӗслӗхрен, 1420 ҫулта кӗпер гуситсене Мала Странана лекме пулӑшнӑ, 1648 ҫулта вара шведсем, унччен Хулашпа Мала Странана ҫаратса тухнӑскерсем, ҫак кӗпер ҫинчен сылтӑм ҫыранри Кивӗ Хулана атакӑланӑ.

Юдитин кӗперӗ

Юдитин кӗперӗ — Карл кӗперӗ умӗн ҫак вырӑнта тӑнӑ кӗпер, ӑна II Владиславпа унӑн арӑмӗ, Тюринг Ютти, патшара ларнӑ вӑхӑтра хывма пуҫланӑ, 1172 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӗперпе влаҫ IV Карла куҫнӑ чухнех усӑ курнӑ, анчах вӑл вӑхатрах суту-илӳ, общество тата строительство вӑйлӑ аталанма пуҫланине пула хальхи йышши кӗпер кирли палӑрнӑ. 1342 ҫулта Юдитин кӗперӗ ейӗ вӑхӑтӗнче тӗппипех арканнӑ темелле. Унӑн пӗр аркинчен тӑрса юлнӑ ванчӑкӗсене Лужицки семинари урамӗнчи 82-мӗш ҫурт (Мала Страна) путвалӗнче асӑрхама пулать[1].

Ҫӗнӗ кӗпер

undefined

Ҫӗнӗ кӗпере тума IV Карл йышӑннӑ. Ӑна Юдитин кӗперӗ вырӑнӗнчех хывнӑ теме пулать. Юдитин кӗперӗнчен юлнӑ пайсене Старо Место башни вырнаҫнӑ пилон никӗсӗнче асӑрхама пулать. Кӗпере тӑвасси 1357 ҫултан пуҫласа XV ӗмӗр пуҫламӑшӗччен тӑсӑлнӑ. Ку ӗҫе тума Петр Парлержа шанса панӑ. Старо Местори ҫыран хӗрринчи кӗпер башнине Петр Парлерж мастерскойӗнчи зодчисем 1380 ҫул патнелле туса пӗтернӗ.

Халап тӑрӑх[2][3], чех историкӗ тата астрономӗ Зденек Горский тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх,[4][5] пӗрремӗш чула IV Карл 1357 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче ирхи 5:31 сехетре хунӑ. Ҫак датӑпа вӑхӑта астрологсем сӗннипе суйласа илнӗ. Хисепсене ҫакӑн пек меслетпе ҫырас пулсан: 1 3 5 7 (ҫул) 9 (кун) 7 (уйӑх) 5 (сехет) 3 1 (минут), эпир малтан ӳсекер, кайран вара чакакан мӑшӑрсӑр хисепсен хисепсен ретне (палиндром) куратпӑр[6].

Вӑл вӑхӑтра асамлӑ цифрӑсене питӗ пысӑк вырӑна хунӑ. Ҫакӑн пек самантра хывнӑ кӗпер ҫӗр-ҫӗр арканмасӑр тӑрӗ тесе шутланӑ.

Халап тӑрӑх, Чехири хисепленекен Ян Непомуцкие шӑпах Карл кӗперӗ ҫинчен миххе чиксе пӑрахнӑ. Сӑваплӑ ҫын кӗлеткийӗ Влтавӑна ӳкнӗ тӗлте шыв ҫийӗнче 5 ҫӑлтӑр евӗр ҫутӑ имӗш курнӑ; ҫавӑнтанпа вара Ян Непомуцкие пуҫ тӑрринче пилӗк ҫӑлтӑрпа ӳкереҫҫӗ. Яна карлӑк урлӑ ывӑтнӑ вырӑна Мала Страна еннелле каякан ҫул ҫинчен сылтӑм енчен курма пулать, ҫак вырӑна кӗпер карлӑкӗ ҫине хӗрес хӗссе вырнаҫтарса тата хӗрес ҫывӑхӗнчи икӗ пӑхӑр пӑтапа палӑртнӑ.

1890 ҫулхи авӑнӑн 2—5-мӗшӗсенче Прагӑра пулса иртнӗ питӗ анлӑ ейӳ вӑхӑтӗнче Карл кӗперне самай сиен кӳнӗ. Ейӳне пула ҫӳлерехри юхӑмран ишсе килнӗ пӗренесемпе ытти ҫуп-ҫуп кӗпер арккисенче хӗсӗнсе ларнӑ, ҫавна май юханшыв хӑй тӗллӗн пӗвеленсе ларнӑ. Пусӑм питӗ вӑйлӑ пулнӑран кӗперӗн виҫӗ пролёчӗ тата икӗ тӗрекӗ ишӗлсе аннӑ. Кӗпере юсас ӗҫсем икӗ ҫула тӑсӑлнӑ, кӗпере ҫӗнӗрен 1892 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче уҫнӑ.

1908 ҫулччен Карл кӗперӗ тӑрӑх конка иртнӗ. 1905 ҫулта ӑна электрификациленӗ, ун хыҫҫӑн ҫӳллех мар токосъемниклӑ трамвай ҫӳреме тытӑннӑ. Ку маршрута 1908 ҫулта хупнӑ.

Старо Местори кӗпер башни

Тухӑҫ енчи кӗпер башни урлӑ Старо Местона иртме пулать, ҫавӑнпа ӑна Старо Местори башня теҫҫӗ. Башня кӗпер вӗҫӗнчи тӗрекӗ мар, вӑл варринче вырнаҫнӑ, урӑхла каласан, тӳрех шыв ҫийӗнче тӑрать. Унӑн ҫӳллӗшӗ кӗпер шайӗнчен 47 метра яхӑн ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Кӑнтӑр енчен унӑн шалти пӳлӗмӗсене ҫитерекен картлашкасем вырнаҫнӑ. Башньӑна ҫӳллӗ шайри ӳнерпе ӑсталанӑ пластикӑллӑ кӳлепе илем кӳрет, ҫавӑн пекех кунта Сӑваплӑ Рим импери ҫӗрӗсен гербӗсем вырнаҫнӑ; шӗвӗр тӑрӑллӑ аркӑра вырнаҫтарнӑ хапха тӑрринче хӗл чӗппи ӳкерчӗкӗсем пур. Сӑваплӑ Вита (кӗпер хӳтӗлевҫине), IV Карла тата IV Вацлава сӑнлакан кӳлепесем — иккӗмӗш хутра. Чех ҫӗрӗсен хӳтӗлевҫи шутланакан Сӑваплӑ Войтехпа Сӑваплӑ Сигизмундӑн скульптурисем чи ҫӳлте вырнаҫнӑ. Анӑҫ енчи башня хапхинчи сеткӑллӑ маччасем те питӗ кӑсӑклӑ. Башня йӗнер хурмӑллӑ ҫӳллӗ тӑрӑпа тата кӗтессенче шӗвӗр вӗҫлӗ шпиллӗ эркерсемпе вӗҫленет.

1648 ҫулта Прагӑна шведсем хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Хулаш еннелле пӑхса тӑракан башня порталне пуян капӑрлатнӑ кӳлепесене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулнӑ. 1848 ҫулхи революциллӗ пӑлханусем иртнӗ вӑхӑтра Старо Местрори кӗпер башнин хапхине баррикадӑланӑ пулнӑ.

Мала Страна кӗпер башнисем

Кӗперӗн анӑҫ енчи башнисене тӗрлӗ вӑхӑтра туса лартнӑ. Лутрараххине тата тӗреклӗреххине малтанласа роман стилӗпе тунӑ пулнӑ, 1591 ҫул хыҫҫӑн ӑна Ренессанс стилӗпе ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Подебрадри Йиржи патша ертсе пынӑ тапхӑрта (1464 ҫулта) иккӗмӗшӗн, пысӑкрах башньӑн никӗсне хывнӑ. Стильпе тата архитектура деталӗсемпе вӑл кӗперӗн тепӗр енӗнче вырнаҫнӑ Петр Парлер мастерскойӗнчи зодчисем хӑпартнӑ Старо Место кӗперӗн башни евӗрлӗрех, ахӑртнех ӑна тӗслӗх пек усӑ курнӑ. IV Вацлав патшара ларнӑ чухне башньӑсем хушшине хапха туса лартнӑ. Кӗпер ҫине кӳлепесем вырнаҫтарма пуҫличчен унӑн икӗ вӗҫӗнчи башньӑсем унӑн пӗртен-пӗр илемӗ пулнӑ.

Кӳлепесем

Барокко тапхӑрӗнче кӗпере вӑл вӑхӑтри чи лайӑх ӑстасем ӑсталанӑ хӑйне евӗрлӗ скульптурӑсен галерейипе илемлетнӗ, ку ӗҫе Матиаш Б. Браун, Ян Брокоф тата унӑн ывӑлӗсем Михалпа Фердинанд пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе кӗпер ҫинчи скульптурӑсемпе кӳлепесен ушкӑнӗсен шучӗ 30 ҫитет, вӗсенчен ытларахӑшне 1683 ҫултан пуҫласа 1714 ҫулччен вырнаҫтарнӑ. Тӗпрен илсен унта оригиналсен чӑн-чӑн копийӗсем вырнаҫнӑ, лешӗсене вара XX ӗмӗрте Наци музейне куҫарнӑ пулнӑ.

Хӑш-пӗр скульптурӑпа кӳлепе ушкӑнӗ:

  • «Сӑв. Луитгард куҫне курӑнни» (1710), унӑн авторӗ М. Браун шутланать, кӗпер ҫине вырнаҫтарнисене танлаштарсан ӑна чи илемлӗ кӳлепе ушкӑнӗ тесе палӑртаҫҫӗ.
  • «Пӑталанисем» ушкӑн — чи ӗлӗкхи кӳлепе ушкӑнӗ, ӑна 1657 ҫулта тунӑ теҫҫӗ. Авалхи еврей ҫырӑвӗнче тетраграмматон пур.
  • Тыткӑнри христиансене сыхлакан турккӑна сӑнлакан Брокоф ӗҫне 1714 ҫулта вырнаҫтарнӑ, халӑха кӑмӑла каякан чи аван скульптура ушкӑнӗ шутланать.
  • «Пепкеллӗ Мария хӗр тата сӑваплӑ Анна», «Мария хӗрпе сӑваплӑ Аквино Фоми», «Мария хӗрпе сӑваплӑ Бернхард» — Лужицӑри Матей Вацлав Еккель кӳлепеҫӗн ӗҫӗсем.

Кампу ҫине лекмелли картлашка

Карл кӗперӗн архитектура комплексӗн пӗр пайӗ — неоготика стилӗпе тунӑ монументлӑ картлашка, вӑл кӗпер ҫинчен тӳрех Кампу утравӗ ҫине ҫитерет. Ӑна 1844 ҫулта унччен ҫак вырӑнта пулнӑ йывӑҫ картлашка вырӑнне туса лартнӑ.

Кӗпер кинора

Карл кӗперне нумай фильмра ӳкернӗ. «Миссине пурнӑҫлама май ҫук» Брайан Де Пальма триллерӗнче Карл кӗперӗ ҫинче фильмри пӗр сӑнара вӗлереҫҫӗ. Тим Бёртон ӳкернӗ сехет рекламинче роликри сӑнарсен тытӑҫӑвӗ пуҫлансан Карл кӗперӗ хӳтлӗх пек сӑнарланать.

Сӑнсем

Филателире

undefined

Карл кӗперне 1960 ҫулхи совет почта марки ҫинче ӳкернӗ пулнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Neživá příroda Prahy a jejího okolí, Academia, Praha, 2001
  2. ^ MOSTY.CZ — Karlův most. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Charles' Bridge (Karluv most) | Prague Spot. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Zdeněk Horský: Založení Karlova mostu a kosmologická symbolika Staroměstské mostecké věže, Praha 1979
  5. ^ Pražský orloj — The Prague Astronomical Clock — Zdeněk Horský. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  6. ^ Статья про Карлов Мост на сайте Пражской информационной службы (на чешском языке). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем