Карп

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Карп.

Карпа çын тăрăшнипе Авалхи Китайпа Римрах ĕрчетме тăрăшнă. Сăлтавĕ ансат: сасанпа танлаштарсан карп чылай хăвăрт çитĕнет. Пĕр килограмм таякан карп ӳстерме 2,5 килограмм апат кирлĕ. Ку - ытти пулăсемпе танлаштарсан чылай сахал.

Карп лăпкă, шыв тĕпĕнчи тарăн вырăна кĕрсе выртать. Кĕлетки хулăн йăлмакпа витĕнет. Ку вăхăтра питĕ ерипен сывлать, апатланмасть.

Карпа ытларах çулла тытаççĕ. Уйрăмах пĕлĕтлĕ е çумăрлăрах çанталăкра аван туртать. 20-25 градусран шăрăх е хăвăрт улшăнакан çанталăкра карпа нимĕн те кирлĕ мар. Ку пулла уйрăмах ирпе ирех тытма лайăх. Пĕр япалана кăна асра тымалла: карп тĕрлĕ шава аван илтет. Çыран хĕрринче калаçнине, утса çӳренине сиссенех вăл вырăнтан аякалла ишсе каять.